АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхри ыйтусем

17 ноября 2017 г.

Тимлĕхри ыйтусем

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх ку вăхăтри пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тимлĕхре пулнă: “Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен” указа улшăнусем кĕртни, Чăваш Республикинче наркомани аталанассине пÿ-лекен профилактика ĕçĕсем тăвасси, ЧР территорийĕнче пурăнакан граждансене юридици пулăшăвĕ паракан патшалăх политикине пурнăçлани, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнасси.
Критерие улăштарнă
Октябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин “Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен” Указа улшăнусем кĕртнĕ.
РФ Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, регионсене 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрса паракан критерие улăштарнă. Çураласлăх коэффициенчĕ пĕчĕк регионсене укçа уйăрса парассипе улшăнусем тунă. Халĕ çакăн пек регионсен шутне çураласлăхăн пĕтĕмĕшле коэффициенчĕн виçи çĕршыври вăтам кăтартуран пĕчĕккисем мар, çураласлăхăн пĕтĕмĕшле коэффициенчĕн виçи иккĕрен иртмен регионсем кĕреççĕ.
Аса илтеретпĕр, 2013 çултан пуçласа Чăваш Республикинче ачаллă çемьесене пулăшу памалли мерăсенчен пĕри уйăхсерен пурăнма кирлĕ çирĕплетнĕ минимум виçи чухлĕ укçа-тенкĕ тÿлесе тăни пулать.
Уйăхсерен паракан тÿлеве çемьесен виççĕмĕш ача е ун хыççăнхи ачасем çуралсан, енчен те çемьен пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăшĕн виçи Чăваш Республикинчи халăхăн пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăшĕн хисепĕ-нчен иртмест пулсан илме право пур.
Чăваш Республикинче 2016 çулта демографи кăтартăвĕ-сем Раççейри вăтам шайран пысăк пулнă тата çавна пула “финансламалли критерисене” тивĕçтерме пăрахнă пирки 2017 çулта çуралнă ачасемшĕн укçа-тенкĕ уйăрса паман пулнă. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федераци центрĕ умĕнче “укçа-тенкĕ памалли критерие” улăштарма кирли çинчен пĕрре кăна мар хускатнă. Юлашкинчен вăл ку шухăша Президент çумĕ-нчи ачасен прависене хÿтĕ-лессипе ĕçлекен Уполномоченнăйпа Анна Кузнецовапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне те пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра 4,5 пин ытла çемье укçа тÿлевĕсем илсе тăрать.
2018 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 606 номерлĕ “РФ демографи политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсем çинчен” указне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2017 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи 487 номерлĕ Указĕпе кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнине пула Чăваш Енри 8,7 пин ача уйăхсерен укçа тÿлевĕсем илсе тăма тытăнĕ. Тăвай районĕнче те ун пек ачасен йышĕ ÿсĕ.
Наркомание ум пÿлсе
Ырă мар пулăмсем пурнăçа начар витĕм кÿреççĕ, сиенлеççĕ. Наркомани шăпах çавăн пеккисен шутне кĕрет. Çавăнпа унпа кĕрешес ĕçсем те татăклă пулса пыма тивĕç. Пирĕн Чăваш Республикинче, пĕрлех Тăвай районĕнче те, наркомание хирĕçле мероприятисем Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2010 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче 690 номерлĕ Указĕпе çирĕплетнĕ Раççей Федерацийĕн наркотике хирĕçле патшалăх политикин 2020 çулчченхи Стратегийĕн задачисемпе тата тĕллевĕ-семпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Ку вăл Чăваш Республикин территорийĕн тата халăх пурнăçĕн хăрушсăрлăхне ÿстерессипе, çынсен сывлăхне упрассипе тÿрремĕн çыхăннă. Мĕншĕн тесен наркотикла хатĕрсем, психотроплă япаласем, наркомани - пурте пурнăçа хирĕçле япаласем. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ вĕсене хирĕç кĕрешсе пурнăçламалли профилактика мероприятийĕсен программине пурнăçлама 2017 çулта 1818,7 пин тенкĕ, çав шутра Чăваш Республики республика бюджетĕнчен 1418,7 пин тенкĕ пăхса хăварнă.
Республикăра наркотикпе кĕрешекен комисси аппарачĕ тăтăшах профилактика кунĕ-сем тата хуласемпе районсене тухса мероприятисем ирттерессине йĕркеленĕ. Чăваш Республикинче ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй пулăшнипе “Ачалăха хÿтĕлекен автокараван” проект пурнăçа кĕрсе пырать.
Республикăра та, пирĕн районта та коорупцие, террорлăха, наркомание хирĕçле ведомствăсем хушшинче ларусем, канашлусемпе акцисем иртеççĕ. Тĕслĕхрен, район прокурорĕ ведомствăсем хушшинче çавăн пек ларусен ĕçĕ-хĕлĕ тата пĕрлехи ятарлă мероприятисем ирттерни çинчен район хаçатĕ-нче тăтăшах çырса пĕлтерет вулакансене. “Ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн”, “Çамрăксем сывă пурнăçшăн”, “Пĕлтер, вилĕмпе ăçта сутă тăваççĕ” акцисем иртнĕ. Шалти ĕçсен тата сывлăх сыхлав органĕсем те, вĕрентÿ организацийĕсемпе библиотекăсем те, ĕç тăвакан влаç органĕсем те, ыттисем те хутшăнаççĕ профилактика мероприятийĕсемпе тĕрлĕ акцисене. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси те тимлĕ-хе çухатмасть. 2017 çулта республикăри çул çитмен 1184 çамрăка наркологи службин специалисчĕсем консультаци панă. Пурнăç енĕпе йывăрлăхсем пур çемьесемпе ачасене уйрăм тимлĕх уйăраççĕ.
2017 çулта республикăра 840 çын наркотикла хатĕр-сен витĕмне лекнине тата 1790 çын вĕсемпе усă курма пултарнине регистрациленĕ. Вĕсене пурне те наркологи служби тимлĕхре тытать. Телее, республикăра наркомани серепине туртăнакансен хисепĕ чакса пынине палăртаççĕ. Пилĕк çул ытла ĕнтĕ çул çитмен ачасем наркоманипе чирленине палăртман. Ку вăл ведомствăсем хушшинче пурнăçлакан витĕмлĕ профилактика ĕçĕнчен нумай килет. Наркотикла хатĕрсемпе тата психотроплă япаласемпе тивĕçсĕр усă курма хăтланакан çул çитмен çамрăксемпе те çине тăрса ĕçлеме тивет. Çапла 2017 çулта ЧР Шалти ĕçсен министерствин полици органĕсем çавнашкал 5 çамрăка - Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисемпе Вăрнар районĕнче тупса палăртнă.
Граждансене -
юридици пулăшăвĕ
Пĕтĕм Раççейри “Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун” картинче Чăваш Республикинче пурăнакан граждансене тÿ-левсĕр юридици пулăшăвĕ парасси патшалăх политикине пурнăçа кĕртсе пыни пулса тăрать. 2017 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕ-пе ачасене право пулăшăвĕ памалли кун шутланать, вăл 1959 çулта Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ ?ООН/ ача прависен Декларацине йышăннине халалланă Пĕтĕм тĕнчери ача кунĕпе пĕр килет. Граждансене юридици пулăшăвĕ пани - пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Вăл, нумай лайăх енсĕр пуçне, правăна пĕлменлĕхе чакарса пыма пулăшать. Ачасене правăна ăнланма пулăшни, ку енĕпе воспитани пани нимĕнпе хаклайми ĕç пулса тăрать. 2011 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă “Раççей Федерацийĕ- нче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси”федераллă законпа килĕшÿллĕн çулсеренех ачасене право пулăшăвĕ памалли куна ирттерессине те пăхса хăварнă. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче ачасем те, çитĕ-ннисем те юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Хальхинче ăна пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине те кĕртнĕ. Ку ыйтупа республикăра мероприятисен планне те туса хатĕрленĕ.
Мероприятисем вăхăтĕнче ача прависен Конвенцийĕпе, ача прависем çинчен калакан Деклараципе, РФ Конституцийĕпе, ача прависемпе йышăннă федераллă саккунсемпе паллаштараççĕ тата тĕплĕнрех ăнланса илме, мĕн пĕлнине ăс-тăнĕнче çирĕ-плетме пулăшаççĕ, социаллă пурнăçпа право тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва тивĕçлĕ прогноз тума вĕрентеççĕ, хăйсен прависене хÿтĕлеме хăнăхтараççĕ. Хуласенче ачасем валли консультаци пункчĕ-сем те ĕçлеççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче право пĕлĕвĕсен урокĕсем, информаци калаçăвĕсем йĕркелесе ирттерни те çамрăксене усă кăна кÿрĕ. Пĕрлехи информаци кунне патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан тата тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсене, право органĕсенче ĕçлекенсене явăçтарни çак пархатарлă ĕçе чылай усăллăрах тăвать.
Çапла вара ачасене право пулăшăвĕ памалли Пĕтĕм Раççейри куна халалланă мероприятисем шкулта вĕренекенсенне, студентсенне политикăпа право культурин никĕсĕсене йĕркелеме, вĕсене гражданлăх тĕлĕшĕнчен малалла çирĕпленме, тата тăрăшарах вĕренме, право тĕлĕшĕнчи пĕлĕвне ÿстерме, унпа пурнăçра усă курма хăнăхма, саккунсене тарăнрах пĕлессишĕн тăрăшма витĕм кÿрессе шанаççĕ пĕрлехи информаци кунне ирттерме хутшăннисем.
Пушар хăрушсăрлăхĕ
Ку вăл ялан тимлĕхре пулмалли ыйту. Телевиденипе час-часах унта та кунта вут-çулăм алхаснине кăтартаççĕ, çавна пула пурăнмалли тата хуçалăх тĕлĕшпе усă куракан çуртсем, общежитисем, складсем юрăхсăра тухаççĕ е сиенленеççĕ, пурлăх пĕтет, сахал мар чухне çынсен пурнăçĕ те татăлать. Талккăш-талккăшпе вăрмансем çуннине те пĕлетпĕр. Пушар - хăрушă инкек. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уйрăмах çирĕп пăхăнас ыйту хальхи пĕрлехи информацийĕн кун йĕркинче те пулчĕ. Пушарсем ытларах çынсен тимсĕрлĕхĕпе пулнине, нумай чухне электропроводсенчен, кăмакасенчен тухнине палăртнă. Электропроводсене вăхăтра улăштарманни, кăмакасене пăхса тăманни, газ котелĕсемпе, электрооборудованисемпе пĕлсе усă курманни нумай чухне пушар инкекĕ патне çитерет. Севастополь хулинче общежити, Мускавра, ытти çĕрте пурăнмалли çуртсем, суту-илÿ вырăнĕсем çунни, Ижевск хулинчи нумай хваттерлĕ çуртăн пĕр подъезчĕ газ взрывĕ-пе ишĕлсе анни, çынсем вилни - пурте калама çук пысăк инкек, хуйхă-суйхă.
Районта та пушарсем çулленех пулаççĕ, çавăнпа сăмах вĕсенчен сыхланас, асăрханас пирки, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пурăнасси çинчен пырать. Сыхлăх, тимлĕх, ăнланулăх питĕ кирлĕ. Ялан шанчăклă пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика