17 ноября 2017 г.
Тăвай районĕнчи информаци кунĕ пирки калас пулсан, вăл пирĕн тăрăхра аванах иртсе кайрĕ. Района килекен информаци ушкăнне Чăваш Енри сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Светлана Ананьева ертсе пычĕ.
Яланхиллех, мероприяти район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕ- нче пуçланчĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсем пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене сÿ-тсе яврĕç.
Унтан икĕ информаци ушкăнĕ Тушкил тата Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕсене çула тухрĕ. Пĕрремĕш ушкăнра Светлана Ананьева тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Ломоносов пулчĕç. Вĕсем Тушкилти вăтам шкулта тĕлпулусем ирттерчĕç, кун йĕркинчи тĕп темăсене сÿтсе яврĕç тата çынсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Иккĕмĕш ушкăн ?район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин, «Чувашхлебопродукт» пĕрлешĕвĕн тĕп ертÿçин çумĕ, «Шупашкар элеваторĕ» филиалăн пуçлăхĕ Александр Дмитриев/ вара Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкула çул тытрĕ. Вĕсем те шкулта вăй хуракансемпе тата ял тăрăхĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕ-нче хускатнă темăсем халăхшăн питĕ кăсăклă пулнине палăртмалла, апла пулин те татса памалли ыйтусем те сахал мар. Сăмахран, Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакансене урамри çутăсен ыйтăвĕ пăшăрхантарчĕ. Хăшĕ-пĕрисен шучĕпе вĕсене хальхи пекех каçхине тăххăрччен кăна çутмалла, теприсем вара урамсенче кăштах та пулин ытларах электричество çути пулсан аванрах, теççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Данилов ку ыйтăва тата та тĕплĕ-нрех пăхса тухма шантарчĕ. Сăмахран, çамрăк ертÿçĕ ахаль те çутăсен тытăмне халăха меллĕ-рех пултăр тесе йĕркеленĕ. Сĕт пуçтаракансем мĕн вăхăтра килнине шута илсе Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çутăсене ирпе кăшт маларах çутаççĕ. Каçхине вара кун кĕскелнине шута илсе маларах та çутма тытăннă.
Пуянкассисенче пурăнакансене вырăн-вырăнпа хытă çул çукки те канăçсăрлантарать. Йĕпе-сапа çанталăкра утса тухма самай йывăр, теççĕ вĕсем. Станислав Данилов ку ыйтупа ĕçленине пĕлтерчĕ. Кăçаллăха мĕн пуррипех çырлахма тивет ĕнтĕ, терĕ. Кăçалах тума палăртнă пулнă-ха вĕсене, анчах та укçа-тенкĕ çитменннине пула çулсене тирпейлесе пĕтерме май килмен. Çитес çул пулатех.
Тепĕр çивĕч ыйту – сĕт хакĕ. Пĕлтĕр авăн уйăхĕнчех пĕр литршăн 21 тенкĕ панă пулсан, хальлĕхе вăл чылай çĕрте 18 тенкĕпе çеç танлашать. Ял ĕçченĕсене çакă, паллах, кулянтарать. Нумайăшĕшĕн сĕт укçи самай пысăк пулăшу-çке. Ку ыйтăва та тĕплĕнрех пăхса тухма шантарчĕç информаци ушкăнĕн пайташĕсем. Çав вăхăтрах халăхран та нумай килнине пĕлтерчĕç. Сĕт пухакансем ниепле те хаксене ÿстерес темеççĕ пулсан, тен, вĕсене пĕр вăхăт сĕт памалла мар; Хальлĕхе вара сĕт-çу юр-варĕ хатĕрлеме пулать. Чăкăтсем, тăпăрчăсем, сырсем тусан, çу уçласа хурсан суса илнĕ сĕт сая каймасть. Сĕт пухакансем вара вăхăтлăха хăйсен «çăкăрĕсĕр» юлĕç, вара, тен, хакĕсене те ÿстерĕç.
Информаци ушкăнĕн ертÿçи Светлана Ананьева палăртнă тăрăх, Пĕрлехи информаци кунĕ Тăвай енре ăнăçлă иртрĕ. Халăхпа кăмăллă тĕлпулусем ирттернĕ, хускатнă мĕн-пур ыйтăва тимлĕхе илнĕ.