17 ноября 2017 г.

Халĕ ял халăхĕ ĕне вырăнне качака усрама пуçларĕ. Пурăнмалăх сĕт парать, апат-çимĕç нумай кирлĕ мар. Чăнах та, питĕ меллĕ чĕрчун. Анчах та качакан япăх енĕсем те сахал маррине каламалла.
Тăвай ялĕнче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕрисен килти чĕрчунĕсем район центрĕнче уçăлса çÿ-реме питĕ юратаççĕ, ахăртнех. Çавăнпах пуль ĕнтĕ çак качакасене чÿк уйăхĕнче те килте, ăшă витере тытмаççĕ, урамах кăларса яраççĕ. Мĕн çитересшĕн-ши вара, çĕрме тытăннă çулçă-и е шăннă курăк-и;
Çак мăйракаллă чĕрчунсем темиçе кунрах район центрне сăтăр тума пултарнă. «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче ÿсекен хунавĕсене йăлт кăшласа янă. Çак тĕмсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалласа лартнă пулнă. Тăвай шкулĕн территорине кĕрсе качакасем кĕлчечек хунавĕсене те çисе янă. Вĕсене шкултан вĕренсе тухакансем хăйсен юратнă пĕлÿ паракан учрежденине парнеленĕ пулнă.
Нумай пулмасть вара мăйракаллăскерсем администраци çурчĕ патне те çитнĕ. Çынсен автомобилĕсем çине улăха-улăха кайнă, йăрансене таптаса çÿренĕ. Паллă ĕнтĕ, шкул ачисем те, вĕрентекенсем те – пурте кăмăлсăрланаççĕ. Качакасен, паллах, совеç çук, хуçисен вара; Нивушлĕ вара килти выльăхăн районти тĕп çурт патĕнче çÿремелле; Чăх кулли вĕт.
Çакна та каламалла, çу кунĕсенче те çынсен сурăхĕсем, качакисем нумай сăтăр кÿни паллă. Çавăнпа та килĕсенче çак чĕрчунсене усракансене тимлĕрех пулма ыйтас килет. Выльăх-чĕрлĕхĕн ял е район центрĕн урамĕсем тăрăх хуçасăр йытă пек çапкаланса çÿремелле мар. Районта хăш-пĕр çĕрте тирпейсĕр тесе каланине пĕрре мар илтнĕ. Чыссăрлăхĕ вара хамăртанах тухать.