АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хатĕр пул!

14 ноября 2017 г.

Хатĕр пул!

Чÿк уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче районти тĕрлĕ предприятипе организацире анлă калаçусемпе мероприятисем иртнĕ. Тăвай тăрăхĕнче командăпа штаб вĕрентĕвĕ пулнă. Асăннă ĕç-пуçа сумлă хăнасем килнине те палăртмалла. Районти влаç органĕсем, предприятисемпе учрежденисен коллективĕсем, йĕрке тата хăрушсăрлăх хуралĕн тытăмĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕр чрезвычайлă лару-тăрăва еплерех хатĕррине тĕрĕслессипе çыхăннă мероприятие Раççей Федерациăĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов генерал-майор, Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хутшăннă.
Вĕрентĕве хутшăннисен тĕрлĕ чрезвычайлă лару-тăрупа тĕл пулма тивнĕ. Паллах, вĕсен моделĕсемпе, чăн-чăн инкекпе мар. Апла пулин те, тĕрлĕ специалистăн чрезвычайлă лару-тăру модельне пуçĕпех кĕме лекнĕ. Вĕрентĕве хутшăннисем 2 хутлă нумай хваттерлĕ çуртра кулленхи пурнăçра усă куракан газ сирпĕннĕрен подъезд ишĕлсе ансан мĕн тумаллине те, сыснасен Африка мурĕ сарăлма пуçласан çак синкерлĕ пулăма еплерех чармаллине те, çынсем йышлăн пухăннă вырăнта пушар тухсан çынсене епле майпа çăлмаллине те, çул-йĕр çинче инкек пулсан лару-тăрăва мĕнле майпа йĕркене кĕртмеллине те – йăлтах пăхса тухнă.
Тĕпрен илсен, гражданла оборона вăйĕсем алла-аллăн ĕçлеме хăнăхаççĕ çакнашкал мероприятисенче. Унсăр пуçне вĕренÿ вăхăтĕнче теори пĕлĕвĕпе практика хăнăхăвне ÿстерес тĕлĕшпе те чылай ĕç туса ирттернĕ. Ку ĕçре, паллах, документсене тĕрĕслессипе çеç çырлахмалла мар, çавăнпа та тĕрĕслев вăхăтĕнче Тăвай урамĕсенче пушарнăйсен, çул-йĕр инспекторĕсен, полици ĕçченĕсен тата васкавлă медицина пулăшăвĕн машинисем нумай пулнă. Вĕсем пурте командăпа штаб вĕренĕвне хутшăнса пирĕн хăрушсăрлăха упрассишĕн тата тепĕр пысăк ĕç туса ирттернĕ, хăйсен професси ăсталăхне, вăй-халне тĕрĕсленĕ.
Районти специалистсем малашне çутçанталăк е техника инкекĕ, пушар е урăхла чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан шухăшласа вăхăт ирттермĕç, тÿрех çынсен пурнăçне çăлма васкĕç.
Çакна та палăртмалла, кăçал çакнашкал вĕренÿсем Тăвай енре çеç мар, Елчĕк, Муркаш тата ытти районсенче те иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика