14 ноября 2017 г.

Ăста алăллă çынсен пултарулăхĕ-пе ыттисене паллаштарас тесе ĕнтĕ районти библиотекăсем кружоксем ĕçлессине йĕркеленĕ. “Сăхăтпуçĕ-нче, Йăнтăрчăра, Пуянкассинче тата ытти ялсенче аван ĕçлеççĕ вĕсем. “Искусница”, “Хозяюшка”, “Кружевница” тата ытти ятсем панă. Ытларах хĕрарăмсем çÿреççĕ, пĕрле пухăнса хăйсем çыхнă, тĕрленĕ, тунă япаласене кăтартаççĕ пĕр-пĕрне. Кăмăла каяканни тупăнсан, çынсем хăйсем ăсталаççĕ”,-тет Тăвайри библиотекăра тăрăшакан Л.Данилова.
Иртнĕ эрнере çак йĕркесен авторне Тăвайри тĕп библиотекăра “Искусница” кружокăн занятийĕ-нче пулма тÿр килчĕ. “2015 çултах кружок ĕçне йĕркелеме шухăшларĕç хĕрарăмсем. Кашнинчех мĕн те пулни урăх япала тума вĕренетпĕр, ăста алăллисем килĕ-сенче ахаль лармаççĕ. Интернет пулăшнипе сĕтеле, краватьпе стенасене, урайне илемлетмеллисем ăсталаççĕ. Теприсем ал ĕç тăвакан кÿршисенчен тĕрлĕ япаласем тума вĕренеççĕ, виççĕмĕшсем хаçат-журналсенчи сĕнÿсене тимлĕх уйăраççĕ. Ĕçлеме вĕреннĕ май чей ĕçетпĕр, хĕрарăмсем тĕрлĕ ыйтăвĕсен хуравĕсене пĕрле шыраса чунĕсене йăпатаççĕ. Кашни эрнерех ирттеретпĕр занятисем, кашнинчех мĕн те пулин çĕннине шыратпăр”,-калаçăва малалла тăсрĕ кружока ертсе пыракан Л.Данилова библиотекарь.
Анисимова, Мясникова, Егорова Гальăсем, Лина Егорова, Зинаида Петрова тата ыттисем пухăннăччĕ библиотекăна. Сĕтел çинче - çынсем ăсталанă япаласемччĕ. Пĕринчен тепри илĕртÿллĕрех, алла тытсан, каялла хăвăрт хурас та килмест.
С.Сергеева çыхса савăт çинчи чечексене сăнарланăччĕ. М.Яцыковăн хутран эрешлесе тунă сăмаварĕ-нчен ак, чей ĕçсе пăхас килĕ ĕнтĕ куракансен. Г.Мясникован калпакĕпе кофти пуканене капăрлатнă. Л.Мосина çыхнă нускисене пепке тăхăнма хавас пулĕ.
Малтан çĕнĕ япала çыхма вĕренчĕç хĕрарăмсем, унтан кашниех пĕçерес-хатĕрлес тĕллевне тĕрлĕ сĕнÿпе пуянлатрĕ илсе килнĕ çимĕçсене тутанса. Паха ĕç тăвакан хĕрарăмсен чун ыратăвĕсем те çук мар иккен, пĕрле сÿтсе явса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ турĕç вĕсем. Тепĕр эрнере те пухăнма килĕ-шсе хаваслă кăмăлпа килĕсене саланчĕç юлашкинчен.