14 ноября 2017 г.
Мăйракаллă шултра выльăхсен ÿт-тир чирĕ _ ерекен тĕвĕллĕ дерматит инфекциллĕ чир шутланать, вăраха пыракан сив чирпе, лимфа системи сиенленнипе, тир айĕнчи клетчатка тăртаннипе, ÿт-тир çинчи тĕвĕсемпе, куçсем, сывлав тата апат ирĕлтерекен органсен лăймака витĕмĕ сиенленнипе палăрса тăрать. Чирлĕ тата чирлесе ирттерсе чĕрĕ юлнă чĕрчунсем инфекци çăлкуçĕ пулса тăраççĕ. Чир пуçаракан вирус сывласа кăларакан сывлăшпа та, сĕлекепе те, сăмахран, çăвартан, куçсенчен юхакан шĕвексемпе те, ÿт-тир сиенленнĕ вырăнсенчен те, инфекциленнĕ ар вăрлăхĕпе те, сĕтпе те тухать. Сывă тата чире сисĕмлĕ чĕрчунсем пĕр-пĕринпе хутшăннипе те ерме пултарать. Çапах та пай ураллă чĕрчунсем, шăна-пăванпа кайăк-кĕшĕк инфекцие уйрăмах массăллă сарма пулăшаççĕ. Чире сисĕмлĕ выльăхсем апатпа шыв, тавралăхри объектсем, чирлĕ чĕрчун сĕртĕннĕ е хышаланнă хуралтăсем, оборудовани, транспорт хатĕрĕсем урлă та сиенленме май тупаççĕ. Профилактика ĕçĕсене пăхăнмасан тата вăхăтра сиплев ĕçĕсем туса ирттермесен, ĕне выльăхсен ÿт-тир тĕввин чирĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне чылай сиен кÿме пултарать. Хальхи вăхăтра ку чирпе Раççейри 23 вырăнта карантина хупнă. Çав шутра Пушкăрт Республикинче, Саратов, Самара, Волгоград, Ульяновск облаçĕсенче.
Чир ернĕ хыççăн унăн пĕрремĕш паллисем ытларах чухне 7_10 талăкран палăраççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсен ерекен ÿт-тир тĕввин чирĕ-пе чирлĕ выльăхсен пĕр эрне хушшинче ÿт-пÿ температури 41 градус таран хăпарать, 7_12 кун хушшинче 2_5 см диаметрлă, 0,5 см çÿллĕш тĕвĕсем йĕркеленеççĕ, сиен кÿме тытăнаççĕ. Выльăхăн вăрăма тăсăлакан сивчир пырать, выльăх сÿрĕкленсе каять, çими пулать, хăвăрт сывлать, тахикарди палăрать, куçсем шывланса юхасси пуçланать. Сăмса шăтăкĕсенчен, çăвартан пÿ-рленнĕ çĕрĕк шăршăллă лăймака юхать. Вырăн-вырăнпа ÿт-тир айĕнче тăртанса-шыçăнса тăрасси те пулать.
Асăннă чиртен сыхланса чи малтанах мăйракаллă шултра выльăхсене пăхса усрамалли ветеринари правилисене пăхăнмалла, тавралăха выльăх-чĕрлĕх каяшĕсемпе вараламалла мар. Чире сисĕмлĕ чĕрчунсене ытти сывă выльăхсемпе пĕрле кĕтÿ кĕтме тата шăварма юрамасть, ун пек чĕрчунсене ветеринари специалисчĕсене çийĕнчех кăтартмалла, чире сисĕмлĕ выльăхсем чирлес пек пулни е унăн паллисем палăрсан ветспециалистсем пырса çитиччен вĕсене ытти выльăхсенчен уйăрмалла, кайран ветеринари специалисчĕ-сем панă хушусене, мероприятисен комплексне çирĕп пăхăнса пурнăçламалла. Чир качакасемпе сурăхсемшĕн те хăрушă.
Профилактика тĕлĕшпе чире сисĕмлĕ мăйракаллă шултра выльăхсене ÿт-тирĕн ерекен тĕвĕ чирĕнчен вакцинаци тăваççĕ.
Чирлĕ пулма пултарать тесе шухăшлакан выльăхсене пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарса çÿ-реме е вĕсенчен çĕнĕрен ушкăнсем йĕркелеме юрамасть, унашкал выльăхсенне сĕтне те, ашне те илсе тухмалла мар. Асăннă территорирен тухакан транспорта дезинфекцилесе кăна кăлармалла. Витесемпе сарайсене те дезинфекци тумалла.