АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнеке тухрĕ

14 ноября 2017 г.

Иртнĕ уйăхра Тăрмăш ял вулавăшне колхозра ĕçленĕ ветерансемпе ясли-сад ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Мĕн пĕрлештерчĕ-ха çак тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă çынсене çав кун;
Тăрмăш - пысăк ял. Çавна кура ун историйĕ те кĕске мар. Кунта хăй вăхăтĕнче сахал мар тĕрлĕ хуçалăхсемпе учрежденисем ĕçленĕ. Ял историне тĕпчесе Эдуард Ушаков таврапĕлÿçĕ темиçе кĕнеке те кăларчĕ. Анчах та тарăннăн тишкермелли татах та пур. Çавна кура тата халăх интересленсе ыйтнипе асăннă краеведпа истори учителĕ Вячеслав Сидоров тачă çыхăнса ĕçлесе тепĕр кĕнеке çырса кăларма пултарчĕç. Вăл ялти сортучастокпа ясли-сад историйĕсем çинчен пулчĕ. Кĕнеке “Госсортоучасток. Детский сад. Из истории села Турмыши” ятлă. Ку вăл Э.Ушаковăн 7-мĕш ĕçĕ пулчĕ.
1937 çулта Тăвай районĕнче ял хуçалăх культурисен тĕрлĕ сорчĕсене сăнаса опытсем тăвакан участок уçнă. Ăна Тăрмăш ялне вырнаçтарнă. Чăваш енре ун пек хуçалăх 7 пулнă. 2008 çулччен, 71 çул, ĕçленĕ вăл. Миçе агроном, бригадир, механизатор тата рабочи вăй хунă кунта; Камсем; Вĕсен ячĕсене илсе кăтартнă.
ГСун хăйĕн çĕрĕ, сортсен делянкисем, йĕтемĕ, трактор-комбайнĕ, складсем пулнă. Вăл хăйне евĕр ял хуçалăхне аталантаракан пĕчĕк патшалăх евĕрех туйăннă. Кĕнеке авторĕсен ашшĕ-амăшĕ те, вĕсем хăйсем те ГСУра ĕçлесе ÿснĕ. Ун историйĕ нумай çыншăн интереслĕ.
Тĕпчевçĕсем ялти ясли-садсен историйĕпе те кăсăкланнă. Пĕрремĕш ясли-сад ялта выçлăх çулĕсенче (1922 çулта) уçăлнă имĕш. Вĕсем кашни бригадăрах пулнă. Садиксене колхозниксен килĕсенче йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшĕ уйра ĕçленĕ чухне ачисене сада пуçтарса апатлантарнă, вăйăсем выляттарнă, шывра путасран, пушар инкекĕнчен сыхланă. Нумай ырă ĕç тунă.
1976 çулта вара 90 вырăнлă икĕ хутлă çурт туса лартнă. Вăл паянхи кун та йĕркеллĕ, тулли ушкăнсемпе ĕçлет. Кĕнекене ĕлĕкхи тата паянхи сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. “Вĕсене курсан, куç умне иртнĕ çулсем тухса тăраççĕ”,- теççĕ вулакансем.
Кĕнеке презентацине чылай çын пуçтарăнчĕ. Вĕсен аса илмелли нумай пулчĕ. Сахал мар нуша курнă ун чухне хальхи ватăсем. Çапах та вĕсем хăйсен çамрăклăхне çав тери савăнса, таса туйăмпа аса илеççĕ, кĕнеке кăларакансене тав тăваççĕ, татах та çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
Авторсене, ял çыннисене саламлама районтан В.В.Чайкин, М.Я.Яковлев, А.В.Орешникова тата В.В.Петровпа Е.В.Школьников краеведсем килчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика