14 ноября 2017 г.
Енĕш Нăрваш ялĕнче 120 çул каялла культура деятелĕ, журналист, педагог, çыравçă Александр Иванович Иванов (Ванюшке) çуралнă (14.11.1897-13.05.1942).
1918-1919 çулсенче вăл Хусанти “Канаш” хаçат редакцийĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ, издательствăри чăваш уйрăмĕн ĕçне йĕркелесе пынă.
Чăваш автономи облаçне туса хурсан чăвашла хаçат-журналсемпе тата тачăрах çыхăну тытма пуçланă Александр Иванович. 1930 çулта Чăваш республикинчи кĕнеке палатине йĕркелекен-сенчен пĕри, пĕрремĕш директорĕ пулнă пирĕн ентеш. Вăл литературăн библиографи кăтаркăçĕсем (указатель) валли материалсем хатĕрленĕ. Шел, малтанхи библиографи пособийĕсене пичетлемен.
1937 çулта А.Иванов (Ванюшкене) репрессиленĕ, 10 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, вилнĕ хыççăн реабилитациленĕ ăна.
Чăваш пичетĕнче активлăх кăтартнăшăн Александр И