10 ноября 2017 г.

Чăваш Енре çынсен хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак эрнере пирĕн районта командăпа штаб вĕрентĕвĕсем пыраççĕ. Çапла майпа вырăнти управлени органĕсенче вăй хуракансене чрезвычайлă лару-тăру, çутçанталăк е техника инкекĕ пулсан, пушарта е çын путма пуçласан мĕн тумаллине вĕрентеççĕ. Паянхи технологисемпе усă курса районти граждан хÿтĕлевне мирлĕ пурнăçран вăрçă лару-тăрăвне те куçарса пăхаççĕ. Унсăр пуçне Тăвай тăрăхĕнчи тытăмĕсене, халăха хÿтĕлессипе ĕçлекенсене, документсене тĕрĕсленĕ.
Вĕрентÿ вăхăтĕнче Тăвайри вăтам шкулта, больницăра, пушар чаçĕнче, “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче тата ытти çĕрте те пулнă. Вĕсене Раççей Федерацийĕн МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов генерал-майор, ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров тата çак системăри яваплă работниксем хутшăннă. Хăрушсăрлăхпа çыхăннă практикăллă занятисем ирттернĕ.
Тĕплĕнрех - çитес номерте.