АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлтан кĕтеççĕ

10 ноября 2017 г.

Тушкилти почта уйрăмĕн начальникĕпе Татьяна Владимировна Георгиевапа калаçма яланах кăмăллă. Тарават вăл, çынна итлеме пĕлет, пулăшма тăрăшать. Çавăнпа та-и, тен, ун патне, çыхăну уйрăмне, çынсем вăл е ку ыйтупа пырсах тăраççĕ. Ăшпиллĕ çын патне çын ытларах туртăнать ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри хăйсем илсе тăма кăмăлланă хаçата та поч-та уйрăмĕнчех çырăнаççĕ. Паянхи почта уйрăмĕ халăха чылай çăмăллăхпа тивĕçтерет. Ку енĕпе те пулăшма тăрăшать çынсене, хăш-пĕр çăмăллăх пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парать. Вунвиççĕмĕш çул вăл çак ĕçре.  Ку хушăра, нимĕн те хирĕçлеймĕн, хăйĕн ĕçне тата çынсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене хаклама, тивĕçе мала хума туллин вĕренсе çитнĕ. Пĕрле ĕçлекенсем те пĕр-пĕрне хисеплеççĕ. Маларахри çулсенче Татьяна Владимировнапа  пĕрле Юлия Николаевна Шарапова, Лидия Петровна Волкова почтальонсем ĕçлетчĕç. Юлия Николаевна пĕтĕм пурнăçне  çыхăнăва панă тесен те йăнăш пулмĕ, Лидия Петровна та почта сумкине виçĕ теçеткене яхăн çул хулпуççи çинчен яман. Кирек епле çанталăкра та Тушкилпе Ямпулат ялĕсенчи кашни урама, кашни кил-çемьене çитме хевте çитернĕ вĕсем. Кайран ĕçлеме пăрахсан та хăйсен тивĕçĕсене шанчăклă алăсене парса хăварнă: Юлия Николаевнан ĕçне кинĕ Августина Николаевна, Лидия Петровнанне хĕрĕ Светлана Ивановна малалла тăсаççĕ халь. Ыйтса пĕлтĕм: хальлĕхе “Ял ĕçченне” çитмĕл ытларах экземпляр çырăнтарнă 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн, çав шутран 46 экземплярне йÿнĕрехпе çырăнтаракан вунăкунлăхра сарнă. Ноябрьпе декабрь уйăхĕ- сенче район хаçатне çырăнтарассипе çине тăрса ĕçлеме палăртаççĕ. Хальхи çурçулта поч-та урлă 117 экземпляр саланать район хаçачĕ. Икĕ ялшăн çакă нумай мар-ха ĕнтĕ. Анчах райпо магазинĕ урлă та илеççĕ вулакансем “Ял ĕçченĕ” хаçата. Ăна та шута илмесĕр тăма çук. Çапах та 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн илсе тăма паянхинчен ытларах çырăнтарас ĕмĕт-шухăшлă Тушкилти почта уйрăмĕнче ĕçлекенсем. 97 çулти  ĕçпе вăрçă ветеранĕ Тимофей Григорьевич Григорьев, Альбина Кузьминична Павлова пенсионер, Сергей Разинович Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ тата ыттисем те, тĕслĕхрен, çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн район хаçатне яланхи пекех вăхăтра çырăннине каларĕç почта уйрăмĕнчисем. Шанас килет, ытти çынсемпе учрежденисем те, коллективсем те ăна хăйсен тăван хаçачĕ вырăнне  хурса хапăл пулĕç. “Эрнере икĕ хутчен килсе тăракан район хаçатне вулакансем кăмăлтан кĕтеççĕ”, - терĕ юлашкинчен вырăнти почта уйрăмĕн начальникĕ Татьяна Георгиева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика