10 ноября 2017 г.
.jpg)
Тăвай тăрăхĕнчен тухнă, Çĕпĕре кайса тĕпленнĕ ентешĕмĕрсем çуралнă кĕтеспе çыхăнăва татмаççĕ. Тинтерех кăна Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск районĕнчи Михайловкăри “Хĕлхем” халăх ушкăнĕ Республика кунне уявлама килсе кайнăччĕ ?сăн ÿкерчĕкре Тăвайри музей умĕнче/. Çавăнтанпа кулленех пĕр-пĕринпе çыхăнатпăр. Кунти тус-тăвансем интернет урлă район хыпарĕсене пĕлсе тăраççĕ, çитĕнÿсемшĕн пĕрле савăнаççĕ, хурланмалли сиксе тухсан çухатăва пĕрле пайлани çинчен пĕлтереççĕ. Вĕсем патĕнче те тыр-пул ăнса пулнă кăçал. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраса тупăш илеççĕ. Ĕçлеме ÿркенмеççĕ унти чăвашсем те.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе те ăшă салам çитрĕ йăхташсенчен. Культура çуртне пухăннă иккен, чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ытти наци çыннисем пĕрле савăннă, вăйлă концерт программи хатĕрленĕ. “Хĕлхемçĕсем” Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса чăваш юрри-кĕввипе, ташшипе, ырă йăли-йĕркипе паллаштарни çинчен те калаçрăмăр. “Чăвашлăха упраса, ăна малалла аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр, ” _ тенĕччĕ ушкăн ертÿçи Вера Спиридонова çулла Тăвай тăрăхĕнче пулнă чух. Район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Ванеркепе унăн мăшăрне Лидия Кузьминичнана, Вăтаялĕнчи Геннадий Масленникова, Тăвайри Валентина Александрована, Арина Алексеевана, Улянкăри Анатолий Михайлова, Енĕш Нăрвашри Нина Данилована тата нумайăшне тав сăмахĕсем çырса янăччĕ. 2018 çулта вĕсем тăвайсене хăнана чĕнеççĕ. Ял юбилейне, Кузбассри чăваш культурин уявне йыхравлаççĕ. Аса илтеретпĕр, 1993 çулта туслăх кĕперĕ хывăннăччĕ Çĕпĕрти тăвансемпе. Ун чухне «Тăвай ен» ансамбль пуçласа инçе çула тухса унти чăвашсене тăванлăх юррисемпе, ташшисемпе савăнтарнăччĕ.
Çапла пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан кăна çĕршыв вăйлă, пирĕн пурнăç тăнăçлă пулĕ, тесшĕн.