10 ноября 2017 г.
Республика ертÿлĕхĕ халăха пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшать. Чăваш Енри строительство тата çурт-йĕ- рпе коммуналлă хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак ыйтупа çыхăннă тĕрлĕ программăна пурнăçа кĕртме кăçал тĕрлĕ шайри бюджетран 3,2 миллиард тенкĕ укçа уйăрма палăртнă. Çак хисеппе усă курса 5,7 пин çемье çурт-йĕрне лайăхлатма пултарĕ.
Ял тăрăхĕсенче пурăнакан 562 çамрăк çемьене, специалиста тата ытти граждана пурăнмалли условийĕсене хăтлăрах тумашкăн 403 миллион тенкĕ уйăрса пама йышăну тунă. Юпа уйăхĕ тĕлне 357 çемье бюджетне 254 миллион тенкĕ укçа кĕнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ-сене, тăлăх арăмсене те пулăшаççĕ. Кăçал кăна федераци бюджетĕнчен ку тĕлĕшпе 99 миллион тенкĕ укçа килнĕ. Унпа 86 çын усă курма пултарнă. Раççей ертÿлĕхĕ пулăшнипе Чăваш Енре юлашки 7 çулта 5964 ветерана 5 миллиард та 741 миллион тенкĕлĕх укçан пулăшу кÿнĕ, вĕсем çак хисеппе усă курса хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă.
Тăлăх ачасем пирки те манмаççĕ. Федераци хыснинчен вĕсем валли 46,5 миллион тенкĕ пулăшу укçи уйăрнă. Ытти бюджетран та ку тĕлĕшпе укçа пăхса хунă. Кăçал 138 тăлăх ачан пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парĕç.
Çул çитмен 5 е ытларах ачаллă çемьесене те хăтлă çурт-йĕрлĕ тăвĕç. Ку тĕлĕшпе 50 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Асăннă пулăшупа нумай ачаллă 20 çемье усă курасси паллă. Хальлĕхе чылай объектра ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Районта та халăха пахалăхлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессине тимлеççĕ. Тăвай енре тĕрлĕ программа пурнăçа кĕрет. Сăмахран, федерацин «Çурт-йĕр (Жилище)» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, кăçал районти 4 çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Вĕсене 3 миллион та 24 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Çакна та палăртмалла, ку программăпа усă куракансем çĕнĕ çурт-йĕре тăван тăрăхра та, ытти районта та, республикăри хуласенче те туянма пултараççĕ.
«2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен ял тăрăхĕсене аталантарасси» программăпа усă куракансем те пур районта. Çак пулăшăва Тăвай енри 8 çын тивĕçнĕ, вĕсенчен 6-шĕ çамрăк специалист. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕ-сене лайăхлатмашкăн вĕсене пурĕ 4 миллион та 622 пин тенке яхăн укçа уйăрса панă. Ку программăпа усă куракансем çĕнĕ пÿрт тума пултараççĕ е хатĕрри туянаççĕ. Паллах, хамăр районтах.
Районти 1 тăлăх ачана вара Тăвайĕнчи икĕ хваттерлĕ çуртра кил ăшши тупма пулăшнă. Ку тĕлĕшпе ăна 928,6 пин тенкĕ укçан пулăшу кÿнĕ. Кăçаллăха Тăвай енре çурт-йĕр илме пултаракан тăлăх ачасем урăх çук.
Ветерансемпе тăлăх арăмсем пирки калас пулсан, Тăвай енрисене пурне те пурăнмалли условийĕсене пĕлтĕрех лайăхлатса панă.