АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă ята тивĕçнĕ

03 ноября 2017 г.

Çулталăк пуçланнăранпа Тăвай енре пурăнакан 88 çынна «Ĕç ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» сумлă ятсене панă. Вĕсем вĕрентÿ, сывлăх сыхлав, ял хуçалăх отраслĕсенче тăрăшнă. Тата, паллах, сумлă ята илес текен хĕрарăмсем сахалтан та 37 çул та 6 уйăх, арçынсем 42 çул та 6 уйăх ĕçленĕ.
Кăçалхи юпа уйăхĕнче Тăвай районĕнчи 6 çынна Чăваш Енри ĕç ветеранĕ сумлă ята панă. Çак чыса медицина тытăмĕнчи чи маттур ĕçченсем те илме пултарнă. Вĕсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Ольга Васильевна Иванова тата Тăвайри пульницари хирурги уйрăмĕнчи медицина сестри Антонина Витальевна Димитриева.
Ĕçлеме пăрахсан вĕсене уйăхсерен 1100 тенкĕ укçа тÿлесе тăрĕç тата вырăнти проводлă ?килти/ телефон çыхăнăвĕпе усă куракансене 50 процентлă çăмăллăх кÿреççĕ. Вĕсен çакăншăн çур хакне – 87 тенкĕ 50 пусне çеç тÿлесе тăмалла пулĕ.
Паянхи кун уйăхсерен кÿрекен укçан пулăшăва 1540 ĕç ветеранĕ илсе тăрать. 321 çын вара телефонпа усă курнăшăн çур хакне çеç тÿлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика