АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеççĕ

17 октября 2017 г.

Тăвай районĕнчи шкулсенче авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа тĕрлĕ предметпа Пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăн шкулти тапхăрĕ иртет. Вĕсенчен пĕр пайĕ вĕренÿ программинче пур, хăш-пĕр предмета вара шкул ачисем вĕренмеççĕ.
Иртнĕ эрнере шкулсенче ăс пухакансем хăйсен пĕлĕвне технологи, обществознани тата биологи енĕпе тĕрĕслерĕç. Ку эрнере вара литература, истори, хими, ОБЖ тата физика предмечĕсемпе олимпиадăсем иртеççĕ. Тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕсене рейтинг таблицине кĕртсе шкулсен сайчĕсене кăларса хураççĕ.
Аса илтеретпĕр, олимпиадăн шкулти тапхăрне хăйсен ирĕкĕпе 4-11-мĕш классенче ăс пухакансем хутшăнайраççĕ. Сăмахран, кĕçĕнреххисем аслăрах классенче вĕренекенсем валли хатĕ-рленĕ олимпиада ыйтăвĕсене те шутлама пултараççĕ. Енчен те шкул шайĕнче ача малти вырăна тухать пулсан, унăн район шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма май пур. Анчах та тÿрех каламалла, шкул тапхăрĕнче аслăрах ÿсĕмри ачасемпе тупăшнă пулсан, район шайĕнче те çаплах пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика