17 октября 2017 г.

Тăвай ен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассишĕн районти ĕç коллективĕсем чылай тăрăшаççĕ. “Тăвайри кооператив” потребобщество та ку енĕпе тимлет, хăйĕн пысăк тÿпине хывать. Суту-илÿре ĕçлекенсем ак, сывлăхшăн усăллă, пахалăхлă продукцисем кăна сĕнеççĕ тавар туянакансене.
Çăкăрпа булка изделийĕсене районта “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă общество хатĕрлет. Пĕтĕм тĕнчери çăкăр кунне (юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ) çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илеççĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем. Çĕнĕ продукцисемпе çуллен пуянлансах пырать ку коллективăн ассортименчĕ. 48 çын вăй хурать заводра, кунти ĕçсене Т.В.Обаськина йĕркелесе пырать.
Заводра пулнă кун пĕрремĕш сменăра ĕçлекенсен харсăрлăхĕпе паллашма тÿр килчĕ. Тамара Ильина (системăра 40 çул ĕçлет), Ирина Моисеева (22 çул, батон пĕçерекенсен бригадирĕ), Нина Степанова (20 çул), Елена Николаева (16 çул, çăкăр хатĕрлекенсен бригадирĕ) çăкăр изделийĕсене (хлебные палочки), ывăссем çине хурса, пĕçерме хатĕрлетчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: “Тăвайри çăкăр” обществăра ĕçлекенсем.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.