АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюлăхшăн чысланă

16 октября 2017 г.

Хăюлăхшăн чысланă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсене вилĕмрен çăлакан хастар та хăюллă шкул ачисемпе тĕл пулнă. Тĕлпулăва çамрăк паттăрсемпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ, вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсем пухăннă.
Регион Пуçлăхĕ хăюлăхпа палăрнă маттурсене ырласа тав тунă. Вĕсем ытти çынсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулнине асăннă. Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене лайăх ăс парса çитĕнтернĕшĕн мухтанă.
Тĕлпулу самантĕнче çамрăк паттăрсем хăйсен пархатарлă ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă, шухăш-кăмăлĕ çинчен пĕлтернĕ.
Пирĕн Тăвай районĕнчен хутшăннă Сергей Юзуков Тĕмер шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренет. Çуллахи кану вăхăтĕнче вăл хăйĕн юлташĕсемпе пĕвене шыва кĕме кайнă. Юлташĕсем кимĕпе кÿлĕ варрине çитсен, хăйсем тĕллĕн çыран хĕррине ишсе тухма шутлаççĕ. Анчах ачасенчен пĕри путма пуçлать. Сергей нимĕн шухăшласа тăмасăрах хăйĕн юлташне çăлма çыранран пĕвене сикнĕ, ăна шывран туртса кăларнă, пурнăçне çăлса хăварнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çакăн пек паттăр ĕçсем тунăшăн тепĕр хут ырласа тав сăмахĕсем каланă пурне те.
Ашшĕ-амăшĕсемпе шкул директорĕсем ачасемпе тĕплĕнрех паллаштарнă. Вĕсем шкулта мĕнле вĕренни пирки каласа кăтартнă, спортпа туслă тесе çирĕплетсе хăварнă. Ялсенче ачасене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур услови çителĕклĕ тесе пĕлтернĕ.
Маттурсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакăн пек хăюллă пулнăшăн мухтаса асăнмалăх алла çыхмалли сехет парса чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика