АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăнăçлăх – тĕп вырăнта

06 октября 2017 г.

Терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешмелле – пулăшса пымалла мар. Журналистсен хăйсен ĕçĕнче çак йăнăша тăвас мар тесен мĕн тумалла-ха? Шăпах çакна ăнлантарчĕç те Мускаври экспертсем Чăваш Енри калем ăстисене çак кунсенче. Семинар Наци библиотекинче иртнĕ тунтикунпа ытларикун пулчĕ. Пирĕнтен нумайăшĕн шучĕпе терроризмпа тата экстремизпа çар çыннисем, хăрушсăрлăх службипе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем кĕрешеççĕ. Çапла, паллах, вĕсен тÿпи калама çук пысăк, анчах та çак ĕçре журналистсен витĕмĕ пирки те шутламалла. Час-часах массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем тĕрĕсех мар хыпарсем сараççĕ, обществăри тăнăçлăха асăрханмасăр каласа е çырса янă сăмахпа хавшатма пултараççĕ. Çынсене тĕрлĕ ушкăна уйăраççĕ. - Массăллă информаци хатĕрĕсенче хăш чухне чĕлхе вăйĕпе тĕрĕс мар усă кураççĕ. Пĕр-пĕр наци е тĕн представительне хирĕç ахаль çынсене е профессие лартаççĕ. Сăмахран, Кавказ çыннисем таксистсем çине тапăннă, мăсăльман тĕнĕпе пурăнакан, ача пăхакан хĕрарăм вырăс хĕрачине вĕлернĕ, тата ытти те, - пĕлтерчĕ патшалăхри «Россия Сегодня» МИА интернет проекчĕсен дирекцийĕн яваплă редакторĕ Елена Дорошенко. Специалистсем палăртнă тăрăх, журналистсен йăнăшĕсене ăнланма та пулать. Нумайăшне терроризмпа экстремизм пирки тĕрĕс çырма никам та вĕрентмен. - Ӳссе пыракан ăрушăн терроризмпа çыхăнман ырă çын сăнарĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Унăн паттăрлăхĕ çамрăксене пурнăçа хаклама, яваплăрах пулма вĕрентме пултарать. Час-часах журналистсем террористсем пирки ытларах çыраççĕ. Вĕсемпе кĕрешекенсем çинчен вара хăш чухне сăмах та хускатмаççĕ. Паллах, пурин пирки те çырмалла, анчах та пĕтĕмпех çураçуллă пулмалла-çке, - çирĕплетрĕ халăхсен хушшинчи хутшăнусене тимлесе тăракан федераллă эксперт Андрей Худолеев. Чăваш Енре çакнашкал семинарсем халиччен пулман. Лекцисене итлеме тĕрлĕ ăрури журналистсем килсе çитрĕç. Вĕсем палăртнă тăрăх, кун пек ĕç-пуç ытларах та кирлĕ. Семинара хутшăннисем хăй вăхăтĕнче террористсен пĕрлĕхĕнче малти ретсенче пулнă Фарида Хасановăпа та тĕл пулчĕç. Вăл йăнăш çул çинчен тĕрĕсси çине тăма пултарнă, хăйĕн пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпе улăштарса халĕ çемье ăшшипе киленсе тата кукăр çул суйланисене пулăшса пурăнать. Асăннă семинара йĕркелекенсем палăртнă тăрăх, çакнашкал мероприятисем малашне те пулма пултарĕç. Вĕсене ытларах çынна явăçтарма тăрăшĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика