АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн сăваплă ентеш

29 сентября 2017 г.

Православи тĕнне ĕнене-кенсем кĕçех сăваплă Амфилохий епископа асăнĕç. 2000 çулта ăна Христос тĕнĕн чиркĕвĕ çветтуйсен йышне кĕртнĕ. Пирĕнтен нумайăшĕ асăннă çын пирĕн ентеш пулнине пĕлмест.
Амфилохий епископ (Александр Яковлевич Скворцов) Вырăс Нăрваш салинче 1885 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăл Шупашкарти ăс-хакăл училищинчен вĕренсе тухсан Хусанти ăс-хакăл академийĕнче пĕлÿ пухнă. Библие калмăкла куçарассипе ĕçленĕ, асăннă халăхăн чĕлхине вĕреннĕ. Çынсене Турăпа çывăхланма пулăшнă, миссионер пулнă. Анчах та вăл революцисен вăхăтĕнче, Совет влаçĕ вăй илнĕ тапхăрта пурăннă. СССРта вара тĕнсемпе çирĕп кĕрешнĕ.
Çынсемпе тĕн пирки калаçнăшăн, православипе тĕплĕн паллаштарма тăрăшнăшăн хур курнă та Амфилохий епископ. Ăна темиçе хутчен тĕрмене хупнă, анчах та хăйĕн ĕненĕвĕнчен пăрăнман. 1937 çулти юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăна персе вĕлернĕ.
2000 çулта вара юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунне вырăс православи чиркĕвĕ Амфилохие асăнмалли кун тесе йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика