22 сентября 2017 г.
Çу варринелле çитсе пыратпăр. Ял халăхĕ кулленех уйра. Ача-пăча та алă усса лармасть, ĕçе кĕрсе кайма тăрăшать. «Ĕç - пурнăç тыткăчи, çа-вăнпа та кирек мĕнле ĕçе те чунтан, юратса тумалла», _ тетчĕ мана атте. Ялта çынна ĕçчен пулнăшăн хисеплеççĕ. Хур кĕтĕвĕнчен таврăнсан, анне ман валли районтан кану лагерьне кайма май паракан путевка туянса килнине пĕлтĕм. Вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа пĕр ăстрăм кайса канма та юрать тесе шухăшларĕç пуль. Пĕр шутласан, савăнмалла пек. Хур кĕтĕвне кĕтмелле мар, çум çумлама каймастăн. Çĕнни, халиччен курманни- пĕлменни кăсăклă пулассăн туйăнать. Çавах та, тепĕр енчен, ку таранччен ялтан тухса курманскершĕн, кăшт шиклĕрех те. Хăнăхнă пурнăç йĕркине улăштарас килмест. Унта, лагерьте, пĕрле выляса ÿснĕ тус-тантăшсем çук. Вĕсемпе хуйхуна та, савăнăçна та пĕрле пайлама пултараймастăн. Кампа выльăп, кампа калаçăп кăмăл туличченех? Вăхăчĕ çитсен аннепе çула тухрăмăр. Нумайлăха каймастăп пулин те, автобус тапрансан чунăм хурланчĕ, тунсăх пусса илчĕ. Канашран Шупашкара виçĕ сехете яхăнах кайрăмăр. Çулĕ япăхчĕ, чул сарнă шоссе хăпартнăскерччĕ, ял-ял витĕр иртетчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле тин автостанцирен хула тулашне каякан автобус çине ларса вĕçĕнчи чарăнура анса юлтăмăр. Унтан çухрăма яхăн утмалла пулчĕ. Куç тулли илем, чуна тыткăнлать. Атăлăн сылтăм çыранĕнче хутăш вăрман пĕлĕтелле кармашать. Сывлăшĕ епле уçă! Юханшыв тăрăх анаталла та, тăвалла та шурă теплоходсемпе йывăр тиевлĕ баржăсем ишсе иртеççĕ. Хутран-ситрен пĕр-пĕрне вăрăммăн е кĕскен кăшкăртса хăвараççĕ. Лагерьте пире вожатăйсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кĕçех хамăр районтан пынă Вовăпа тата Мишăпа паллашрăм. Краватьсем те пирĕн юнашарах. Малтанхи кунсенче килшĕн тунсăхларăм, хама мĕскĕн пек туйрăм. Çавах, йывăррăн пулсан та, çĕнĕ юлташсемпе çывăхлантăм. Канакансенчен ытларахашĕ хуларанччĕ, вырăсла калаçатчĕç. Эпĕ те, ирĕке туртăнакан ял ачи, кунти йĕркесене хăнăхса пытăм, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма тăрăшрăм. Волейболла выляса отряд чысне хÿтĕленĕшĕн грамота та илме тивĕçрĕм. Уяр çанталăкра пире 2-3 хутчен юнашар хуçалăхри тулă анине çумлама илсе тухрĕç. Çумăрсем тăтăшах çунăран палатăсенче сулхăнччĕ. Каçхине, сивĕ вырăн çине выртас килменнипе, аслисем çук чухне ашкăнкалани, минтерсемпе пĕр-пĕрне тÿпелени те пулнă. Пĕррехинче, ирхи апат хыççăн, вожатăй пире столовăй валли кÿрсе килнĕ апат-çимĕçе машина çинчен пушатма хушрĕ. Вова, Миша, Витя, Гена тата эпĕ – пĕр тăхтамасăрах килĕшрĕмĕр. Çĕрле аслатиллĕ çумăр кĕрлесе иртнĕччĕ те сукмак çинчи шыв кÿлленчĕкĕсем те типмен-ха, хĕвел çутипе йăлтăртатса тăраççĕ. Янкăр кăвак тÿпенелле кармашакан хĕвел хăйĕн ылтăн пайăркисене пĕр шеллемесĕр тавралăха сапалать. Атăл çийĕн сĕт евĕр шурă тĕтре йăсăрланать. Кăмăл савăк. Юлташсем пирĕнтен маларах вăрăм картлашкапа хăпарса çул хĕрринче тăракан машина çинчи юр-вара йăтса столовăйне пĕрре хутлама ĕлкĕрнĕ. Кузов çинчи водитель Вовăпа иксĕмĕре услам çу ешчĕкне тыттарчĕ. Ик-виç утăм тусанах ман ура йĕпе хăма тăрăх йăр-яр! шуса кайрĕ. «Вова, лайăхрах тыт!» - тени те пулăшаймарĕ, алăсем ешчĕкрен вĕçерĕнчĕç. Пĕтрĕ пуç! Çан-çурăм сĕрлетсе илчĕ, куç-пуç хуралса килчĕ, çăвар тем самантра типсе ларчĕ, чĕлхе те çаврăнмасть. Кăшкăрас тетĕп – сасă тухмасть. Пĕр вырăнта юпа пек хытса тăратăп. Çухалсах кайрăм мар-и? Алăсенчен вĕçерĕннĕ çу ешчĕкĕ картлашкасем тăрăх ÿппĕн-теппĕн аялалла ыткăнать. Çитменнине, йывăр пулнăран хăвăртлăхне ÿстерсе пырать. Кашни сикмессерен ешчĕк хăмисем тăпăла-тăпăла тухса айккинелле вăркăнаççĕ. Хирĕç хăпаракан Гена çакна курса хăвăрт çеç çывăхри йывăç хыçне йăпшăнчĕ. Чĕре кăкăртан тухса тарасла тапать. Унччен те пулмарĕ, ешчĕк йывăç çумне пырса лачлатрĕ те çу тăваткалĕ çĕр çине тухса ÿкрĕ. Ешчĕкĕн тĕпĕ çеç юлнăччĕ ĕнтĕ. «Аттракцион» вĕçленсен, эпир Вовăпа хыпаланса антăмăр хамăр «груз» патне. Юрать сăрнă хучĕ пиçĕ пулнипе çăвĕ ним чухлĕ те вараланман. Лаштах сывласа ятăмăр. Пирĕн хыççăнах аслă вожатăй çитсе тăчĕ. «Темех мар, ан пăшăрхан», - терĕ вăл мана. Хăй çумне çупăрласа çурăмран лăпкарĕ. Чун кÿтсе килчĕ, йĕменни кăна юлчĕ. Тĕрĕссипе, хамах айăплă çав. Тимлĕрех пулмаллаччĕ. Пуçа атте тахçанах каланă сăмахсем пырса кĕчĕç. Вăл пур ĕçе те тĕплĕ, тăрăшса тумалла тесе вĕрентетчĕ. Маншăн ку яланлăхах асра юлчĕ.