20 сентября 2017 г.

Вера Васильевна Юркина Тĕмер ялĕнче 1937 çулта авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче кун çути курнă. Тăван ялĕнче 10 класс вĕреннĕ.
“Кĕнекесем çитместчĕç, тетрачĕ те пĕрре çеçчĕ, киле парса ямастчĕç. Грифель, фанер татăкĕсем çине е тата кĕнеке листин айккисем çине çыраттăмăр, - аса илет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. -Анне Валентина Александровна Соколова, кукамай Юлия Дмитриевна, кукаçи те кĕçĕн класри ачасене пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Атте Василий Степанович физкультура учителĕ-нче ĕçленĕ”.
Тĕмер ялĕнче çав вăхăтра питĕ пысăк пушар пулнă, çуртсăр-йĕрсĕр юлнă çынсенчен нумайăшĕ Çĕпĕре çул тытнă. 1938 çулта вĕсен çемйи Курган облаçне, Второе Галкино ялне куçса кайнă. Амăшĕ унта та кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ. Ашшĕ, çар çынни, часах вăрçа тухса кайнă. Вăл 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Çĕпĕртен вĕсем 1944 çулта тăван яла таврăннă. Вера çав çул 1-мĕш класа кайнă. Пултаруллă хĕр 10 класа “5” паллăсемпе пĕтернĕ. Шупашкарта пединститутра аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна Куйбышев облаçне Ăрсиел ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкула ĕçлеме янă, çамрăк педагог 5-6 класс ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
“Юнашар ялта тутарсем пурăнатчĕç, унта пĕр çулталăк вĕрентрĕм, мана лашапа килсе илетчĕç, леçсе хуратчĕç,” - терĕ Вера Васильевна. Аякра 2 çул ĕçленĕ хыççăн тăван кĕтесе таврăнать хĕр, Тĕмерти вăтам шкулта 5-7 классенче вырăс чĕлхи вĕрентме пуçлать. Çак хушăра Чутей каччипе Владимир Иванович Юркинпа паллашса çемье чăмăртаççĕ. Чутей шкулĕнче директорăн вĕрентÿ- пе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче нумай çул хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă Вера Васильевна. Мăшăрĕ, Владимир Иванович, Канашри медицина училищине пĕтерсен ялти медпункт заведующийĕ пулнă, район больницинче фельдшерта ĕçленĕ. Çемьере пилĕк ача çитĕннĕ. Хĕрĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Галя суту-илÿ енĕпе тĕп бухгалтерта вăй хурать, çемйипе Шупашкарта пурăнать. Светлана ШĔМче профессисем хатĕрлекен тата воспитани парассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ- нче, Инесса хальхи вăхăтра ЧРИОра наци вĕрентĕвĕн пай пуçлăхĕнче вăй хураççĕ. Витя ашшĕн çулне суйласа илнĕ, медицина ĕçченĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Валера вăтам пĕлÿллĕ, вăхăтлăха амăшĕпе ялта пурăнать. Ĕç ветеранĕн 8 мăнукпа, 2 кĕçĕн мăнук. Вĕсем час-часах асламăшĕ-кукамăшĕ патне килсе çÿреççĕ, савăнăç, хаваслăх парнелеççĕ. Вера Васильевнан ĕç стажĕ 40 çул. Вăл нумай çул ялти ветерансен ушкăнне ертсе пынă. Юбилейпе саламламалла-и, уявсене пуçтармалла-и, “Ал ĕç ăсти” кружок занятине йĕркелемелле-и - пуриншĕн те Вера Васильевна яваплăха туйнă. Тивĕçлĕ канури ветеран пĕрре те ахаль лармасть. Чăх-чĕп пăхать, качака усрать, алă ĕçĕ тума питĕ ăста вăл. Çыхнă япалисене чĕнтĕрлесе хитрелетет. Пăхсассăн 80 çула çитнĕ тесе калаймăн ăна. Ял-йышра хисеплĕ хĕрарăма хамăр йышран çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр, пурнăç илемĕпе савăнса нумайччен пурăнмалла пултăр.