АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕ те, хĕрĕсем те пултаруллă

15 сентября 2017 г.

Амăшĕ те, хĕрĕсем те пултаруллă

“Ĕçчен, юрă-ташăпа туслă, пултаруллă”, - теççĕ Пуянкасси тăрăхĕнче Константиновсен çемйи çинчен. Николай Николаевичпа Светлана Анатольевна 5 хĕр пăхса ÿстереççĕ. Виççĕшĕ вĕренсе тухса кайнă ĕнтĕ, иккĕшĕ шкулалла чупаççĕ-ха.
Светлана Анатольевна ялти вулавăшра ĕçлеме пуçлани нумаях та мар-ха, икĕ çул ытларах кăна. Апла пулин те вăл хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынине палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ял халăхĕ кăмăллă библиотекарь ĕçĕпе. Вулакансен йышне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти хатĕрлесе ирттерет. Аслисемсĕр пуçне, çамрăк вулакансене те кунти ĕç-пуçа явăçтарать. Иртнĕ кунсенче кăна, акă, ачасемпе “Эпир террора хирĕç” ятпа калаçу йĕркелерĕ. “Тĕнчери терроризма хирĕç” куравпа та кăсăкланса паллашрĕç мероприяти вăхăтĕнче. Паян вара Иакинф Бичурин çуралнăранпа 240 çул çитнине халалласа Наци Библиотеки ирттерекен диктант çырассине йĕркелет библиотекарь.
С.Константинова Шупашкарти культура институтĕ-нче вĕренсе пĕлĕвне ÿстерет. Аня хĕрĕ те çак институт студентки, амăшĕ пекех 3-мĕш курса çитнĕ. Наташа Санкт-Петербургри политехника институтне “инженер-исследователь” специальноçпа пĕтернĕ. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн кăçалтан аспирантурăра вĕренме пуçланă. Тепĕр хĕрĕ, “Тăвай пики-2013” конкурс çĕнтерÿçи Татьяна Константинова, педагогика университетĕнче мусăкçă дипломне илнĕ хыççăн Лебедев ячĕллĕ 59-мĕш номерлĕ шкула вырнаçнă, тепĕр аслă пĕлÿ илсе психолог специальноçне илме те ĕлкĕрнĕ.
С.Константинована ялти культура çурчĕ çумĕнчи “Шĕнер” ансамбльпе тĕрлĕ уяв-конкурссенче курма пулать.
Августăн 13-мĕшĕнче ăна ĕçтешĕсем 45 çулхи юбилейĕ-пе саламларĕç. Кĕмĕл туйне çемйипе июнь уйăхĕнче паллă тунăччĕ. Константиновсем Çемье çулталăкĕнче, 2015 çулта, районти конкурсра çĕнтерсе, республикăри “Талантлă çемье” номинацире 7 çемье хушшинче пĕрремĕш пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика