15 сентября 2017 г.

Çĕр çинче пурăннă чух кашниех ырă ят хăварма тăрăшать. Камăн мĕнле ăраскал ĕнтĕ, Амалăхри Ольга Николаевна Максимова пирки вара вăл чăннипех пархатарлă та мухтавлă çул утса тухнă тесе çирĕппĕнех калама пулать. Сумлă 90 çулхи юбилей каçĕ-нче ун пирки мĕн чухлĕ ырă сăмах каларĕç.
Ĕç çулĕсем - чи канăç-сăррисем, чи хавхалануллисем. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин педагогика ĕçĕпе тыл ветеранне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвне панă майăн, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунчĕ. Валерий Васильевич Канашри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн 1973-1976 çулсенче Амалăхри 8 çул вĕренмелли шкулта пуçламăш классен учителĕнче ĕçленĕ. Ольга Николаевна коллективра авторитетлă, ачасен юратнă, ашшĕ-амăшĕ хисеплекен вĕрентекен пулнине аса илчĕ. “Асрах-ха математикăпа пуçласа уçă урок пани, - терĕ вăл. -Яваплă тĕрĕслев умĕн ăста учительпе темиçе хутчен те канашларăм. Вăл методика материалĕсемпе тивĕçтерчĕ. Юлашкинчен урока пысăк хак пачĕ. Тавах сире, çамрăк педагогсене ĕçре пулăшса пынă наставника”.
Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Иванович Иванов вĕрентÿпе воспитани ĕçне чун хĕлхемне панă, Аслă Çĕнтерĕ-ве çывхартма хăйĕн тÿпине хывнă ветерана паллă юбилейпа саламласа асăнмалăх парне пачĕ, вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те яланах çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Шел, Василий Максимович пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, вăрçăн йывăр суранĕ-сене пула пурнăçран иртерех уйрăлчĕ. Ольга Николаевна ытти учительсемпе пĕрле общество пурнăçĕнче пуçарулăх кăтартнине, çураки, вырма вăхăтĕнче агитатор пулса ял çыннисене ĕçлеме хавхалантарса пынине асăнмасăр иртмерĕ. Халĕ вăл ялта ÿсĕмĕпе чи аслисенчен пĕри, терĕ.
Ветерансен районти тата ялти канашĕсен ертÿçисем Римма Антоновна Гуринапа Валентина Сергеевна Майорова Хисеп грамотипе Тав хучĕ парса чыс турĕç, ăшă сăмахсем каласа чунне хускатрĕç.
Паллă юбилейпе саламлама килнисем хушшинче хисеплĕ ĕçтешĕсем Александра Егоровна Матвеевапа Галина Сергеевна Перлова та пурччĕ. Пĕрле ĕçленĕ çулсене куç умне кăларнă май, учительсен хорне, смотр-конкурссене хутшăннине аса илчĕç. Виççĕшĕ пĕрле юратнă чăваш юррине пĕр çаврăм юрласа пачĕç.
“Ачасене кăсăклантарма интереслĕ пулăмсемпе çыхăнтаратчĕ урокĕсене. Малалла вĕренме кăмăл тăвакансемпе юлса та ĕçлетчĕ. Тата кружока çÿресе вĕренекенсем пĕлĕве тарăнлататчĕç. Çавăнпах пуль вĕсем олимпиадăсенче пысăк балсем пухса савăнтаратчĕç. Вĕрентекен пулма Турриех çырнă ăна”, - тесе сăмахне вĕçлерĕ вырăс чĕлхипе литератури учителĕнче нумай çул ĕçленĕ А.Е.Матвеева.
Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа вăтăр çул ытла иртрĕ пулин те, выпускникĕсем тĕрлĕ çĕртен уяв саламĕсем яраççĕ, хăйсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн тав тăваççĕ.
“Математикăна çăмăл предмет тесе калаймăн. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса туса пынине туйса эпир те малаллах пĕлме ăнтăлнă. Пурне те пĕр пек юрататчĕ. Тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ пире. Çĕнĕ тема ăнлантарнă чух куçран пăхса тăнласа лараттăм. Хама пĕрре кăна мар ун вырăнĕнче туйнă ĕнтĕ. Çавăнпах пулĕ шкул ĕçне суйларăм”, - юбиляра тав сăмахĕсем каларĕ Раиса Александровна Иванова ?Шайкина/, Тĕмерти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен.
Йăмăкĕ Раиса Николаевна Краснова та аппăшĕ пекех математика предметне кăмăлланă. Кармал шкулĕнче ĕçлесе пенсие тухнă, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” ята тивĕçнĕ.
Вĕсен ашшĕпе амăшĕ, Тăвай ялĕнчи Татьяна Михайловнапа Николай Александрович Черновсем, 5 ачине те вĕрентсе аслă çул çине кăларнă. Алексей ÿнер енĕпе пĕлÿ илнĕ. Ольга аслă хĕрĕ пулнă. Унпа пĕртăван Василийпе Владимир Николаевич Черновсене паянхи кунчченех асра тытаççĕ, турнирсем ирттереççĕ вĕсене халалласа. Тăвай тăрăхĕнче шашка-шахмата аталантарас, физкультурăпа спорт юхăмне ытларах çынна явăçтарас тĕлĕшпе вĕсен тÿпи çав тери сулмаклă. Халĕ вĕренекенĕсем наставникĕсен сăваплă ĕçне малалла тăсаççĕ.
Владимир Николаевичăн мăшăрĕ Раиса Андреевна та Максимовсен çемье вучахĕн ăшшине сыхласа упракан инкĕшĕ çинчен нумай лайăххи каларĕ.
Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ Ольга пединститутра аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Тĕмер шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. “Кунта çар ĕçне вĕрентме килнĕ сăпай кăмăллă каччăпа Василий Максимов фронтовикпа пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăртăмăр, - чунне уçрĕ Ольга Николаевна. - Спиридонпа Елена Кузнецовсем патĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Виçĕ ача çакăнта çут тĕнчене килчĕ”. Сăмах май, Василий Максимович çинчен те асăнса хăварас килет. Педучилище пĕтернĕ яша ĕçленĕ çĕртенех çар службине илнĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕнчех çапăçăва кĕнĕ вăл. Командир салтаксемшĕн яланах авторитет пулнă. 1 орденпа 7 медаль парса наградăланă ăна çав çулсенче. Каярахпа юбилей медалĕсем хушăннă, капитанран майора çитнĕ.
Сакăр çул ĕçленĕ хыççăн çамрăк мăшăр В.Максимовăн çуралнă ялне куçнă. Çурт-йĕр çавăрнă майăн çемйи те пысăкланнă, тепĕр икĕ хĕр çут тĕнчене килнĕ. Василий Максимович директорта ĕçленĕ çулсенче Хусанти аслă шкулта географи вĕрентекенĕн дипломне илнĕ.
Çапла Ольга Николаевнапа юбилей хыççăн тĕл пулса нумайччен калаçса лартăмăр. Виçĕ хĕрĕ - Зинаида, Елена, Ирина тухтăра вĕренсе тухнă. Галинăпа Георгий - инженерсем.
Ольга Николаевнана вун-нăмĕш теçетке ваклать тесе калаймăн. Чун-чĕрипе ырăран сăн-пичĕпе те хăй çулĕ-нчен çамрăкрах пек туйăнать. Пилĕк ача пăхса ÿстерсе аслă пĕлÿ илме пулăшнипе пĕрлех мăнукĕсене ура çине тăратма хăйĕн тÿпине хывать.
Тăвайри Елена Васильевна хĕрĕн çемйипе пурăннă май, кашни эрнерех хулари ытти ачисем, мăнукĕсем килсе çÿ-реççĕ. Вĕсем шкулта вĕреннĕ чух каникул кунĕсене Амалăхра ирттернине ăшă кăмăл-туйăмпа аса илчĕç юбилей уявĕнче. Пурте пĕрле асанне-кукамай çинчен хывнă юрă парнелерĕç.
-Тавах, аннемĕр, пире телейлĕ ачалăх парнеленĕшĕн, ăс панăшăн, çын тунăшăн - терĕç ачисем.
Мăнукĕсем юбилей тĕлне “Дерево Василия и Ольги” ятпа йăх тымарне хатĕрленĕ. 30 сăн ÿкерчĕк вырнаçнă хальлĕхе унта. 11 мăнукĕ те институтсемпе университетсенче вĕреннĕ. Кĕçĕн мăнукĕ-сем виççĕ.
“Ачасенче, мăнуксенче - пурнăç илемĕ, - савăнăçне пытармарĕ 5 ача амăшĕ.- Йывăçĕ çимĕçĕпе пуянлансах пытăр”. Тинтерех Ярослав мăнукĕн туйĕнче çамрăксене пил панă кукамăшĕ. Апла, йыш хушăнсах пырĕ-ха.
Юлашкинчен О.Н.Макси-мова юбилейпе саламлама килнĕ мĕн-пур çынна вăрăм кун-çул, ырлăх, тăнăçлăх сунса тав турĕ.