АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сан-Францискоран - хăнасем

15 сентября 2017 г.

-Америка çĕршывĕнчен хĕрÿллĕ салам! - тесе пуçларĕ сăмахне Наталья Владиславовна Смельцова Тăвайри таврапĕлÿ халăх музейĕн кĕнеки çине çырнă чухне.
Америка çĕршывĕнчен мăшăрĕпе отпуска Çăлпуç ялне хăнана килнĕ вăл. Михаил Иванович Смельцов пирĕн районта ял Совет председателĕнче, “Советская Россия” колхоз ертÿçинче, ял хуçалăх управленийĕнче нумай çул ĕçленĕ. Наталья - шăпах унăн мăнукĕ, 30 ытла çулта виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Мускаври финанс академийĕнче вĕреннĕ чухне Америка çĕршывĕнчи Марка качча тухнă, юлашки тăватă çулне Сан-Францискора пурăнаççĕ вĕсем. Халăхсен культурипе тата историйĕпе интересленеççĕ. Ăçта каяççĕ, унти музейпе паллашма тăрăшаççĕ.
Пирĕн музейре Натальяпа Марк сăн тата видео ÿкерчĕç. Чăваш наци тата Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕсенче те пулнă иккен вĕсем, нумай сăн ÿкернĕ.
Юлашкинчен туслă мăшăр электронлă адреспа телефон номерĕ парса хăварчĕ. Пирĕн музей çинчен кĕçех акăлчан чĕлхипе презентаци курасса шанатпăр. Пĕчĕк музей çинчен чикĕ леш енче пурăнакансем те пĕлĕç малашне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика