АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Модăллă тумтир туянăр

15 сентября 2017 г.

“Тăвайри кооператив” потребобщество тавар туянакансене тивĕçлĕ шайра тивĕçтерессипе чылай ĕç туса ирттерет. Чи малтанах суту-илĕве паянхи кунпа килĕшÿллĕ йĕркелет.
Промышленноç тата хуçалăх таварĕсемпе район центрĕ-нчи “Кооператор” магазинра тивĕçтереççĕ.
Пирĕнтен чылайăшĕ модăллă тумланма тăрăшать, пурнăçран юлмасть. Çакна шута илнĕ кооператорсем. Нумаях пулмасть Хусан хулинчен модăллă тумтир илсе килсе магазин сентрисем çине кăларнă. Машинăпа çыхнă пальто, костюм, кĕпе, юбка, кофта тата ытти япаласем пур. Пĕринчен тепри илĕртÿллĕрех, хакĕсем те тивĕçтереççĕ çынсене. Пахалăхĕ те начар мар ĕнтĕ вĕсен. Иртнĕ кунсенче модăллă тумтире урама илсе тухса сĕнчĕç кооператорсем. Пирĕншĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ вĕсем, хаклă тавар туянакансем. Эппин, çÿлерех асăннă магазина çак кунсенчех çитме васкăр. Модăллă тумтире хăвăр курса хаклăр, кăмăлăр пулсан туянăр

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика