АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çывăххи - Чăваш çĕршывĕ

15 сентября 2017 г.

Пирĕншĕн тăван çĕршывран хакли çук. Чăваш çĕрĕнче çуралса, ун илемĕпе киленсе ÿснĕ çыншăн тăван енрен ырăраххи мĕн пултăр; Тăван енĕн авалхи тата паянхи кун-çулне, ăс-хакăл тата пурлăх культурине, паллă çыннисене пурин те пĕлмелле. Олег Кульевăн “Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и;” кĕнеке ку тĕлĕшпе усăллă пуласса шанас килет. Вăл çĕннине пĕлме те пулăшĕ, пухнă пĕлĕве çирĕ- плетсе хăварма та май парĕ. Материал тĕлĕшĕнчен пуян та интереслĕ кăларăма кроссвордсемпе ребуссем, криптограммăсемпе шарадăсем, тестсемпе викторинăсем тата ытти вăйăсем кĕнĕ.
Аркадий Гайдар! Пурте пĕлеççĕ ăна. “Тимурпа унăн команди” повеçе вăл 1940 çулта çырнă. Апла пулин те çыравçă çутатса панă тема паянхи куншăн та хăй пĕлтерĕ- шне çухатман. Ачасем Тимуртан тĕслĕх илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕ-нче пин-пин тимуровец совет çарĕнчи салтаксен çемйисене пулăшнă. Паянхи кун та çак повесть ачасемшĕн хаклă кĕнеке. Хайлав чăвашла “Кивелми кĕнеке” ярăмпа пичетленет.
Альбина Исемпин “Пылак сухан” кĕнекинчи тĕп сăнарсем - ачасем. Кашни кун вĕсемшĕн мĕнпе те пулин интереслĕ те хăйнеевĕрлĕ. Хаваслă вăйăсем кăчăк туртнă, урамра юлташсем кĕтсе тăнă чухне кичемленме вăхăт пур-и вара;
Вена Арушкин - “Çĕнĕ туссем” кĕнекери тĕп герой. Унăн авторĕ - Аркадий Казанов çыравçă. Вена ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ялтан Шупашкара пурăнма куçать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен хула шкулĕ-нчи пиллĕкмĕш класа çÿреме пуçлать вăл. Кунта çĕнĕ туссем тупать, хăйĕн пултарулăхне кăтартса, уçă та тÿрĕ кăмăлĕпе палăрса класра ырă ят çĕнсе илет. Чăрсăр, пуçтах арçын ачасенчен те, нимĕнле ĕçрен те хăрамасть Арушкин. Йывăрлăхсене вара çăмăллăнах парăнтарать.
Джозеф Редьярд Киплинг акăлчан çыравçин ятне илтмен çын çук-тăр. Ачаранпах унăн юмахĕсене вулатпăр, вăл çырнă хайлавĕсене никĕсе хывса ÿкернĕ илемлĕ фильмсем пăхатпăр. Унăн “Мауглийĕ” чăваш вулаканĕсем патне çитрĕ. Ĕç-пуç кашкăр кĕтĕвĕнче ÿссе çитĕннĕ Маугли тавра аталанса пырать. Арçын ача пĕчĕклех джунгли йĕркисене ăша хывнă. Урăхла май пулман унăн: Шехран ятлă тигр ачан ашшĕне, вăрман касаканскерне çурса тăкнă. Пепке айккинелле упаленсе тарнипе çеç çăлăнса юлнă, шăтăка кĕрсе пытаннă. Çапла çакланнă та вăл кашкăрсен кĕтĕвне... Кĕнекепе пĕрле “Чăваш ен” патшалăх телевиденипе радиовещани компанийĕн фондĕнче упранакан радиоспектакле çырса илнĕ аудиодиска хурса панă. Эппин, çĕнĕ кăларăмпа паллашакансем Маугли тата унăн çывăх юлташĕсем чăвашла калаçнине илтĕç.
Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Мясниковăн “Ту леш енче çил макăрать” кĕнеки те кун çути курнă. Ăна патшалăх чиккине хуралланă чух пуç хунă çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă. Кăларăм çавăн пекех чикĕ хуралçисен çăмăл мар служби çинчен каласа парать. Шатăр сивĕпе чăтма çук шăрăхра, лÿшкесе çăвакан çумăрпа асар-писер çил-тăманра, ир те, каç та пограничниксем хăйсен тивĕçне чунпа парăнса пурнăçлаççĕ. Кĕнеке арçын ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулĕ. Асăннă кĕнекесемпе паллашма васкăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика