12 сентября 2017 г.

Вĕрентекенĕн, чăн-чăн профессионал пулас тесен, кунран-кун хăйĕн пĕлĕвне анлăлатса тăмалла. Телее, Тăвай ен учителĕсем ку тĕлĕшпе яланах малта пыраççĕ.
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта информатика предметне вĕрентекен Наталья Неофитова хăйĕн професси ăсталăхне туптамашкăн Шупашкара çул тытнă. Унта августăн 28-30-мĕшĕсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче наукăпа вĕрентÿ тата пултарулăх тытăмне аталантарассипе, ачасен «JuniorSkills» программин компетенцийĕсене вĕрентессипе ятарлă стажировка иртнĕ.
Мероприятие республикăри 40 ытла вĕрентекен хутшăннă. Вĕсене «Кванториум» технопаркăн тата Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем асăннă тытăмсенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.
Пухăннă вĕрентекенсем хăйсен ăсталăхне «Мобильлĕ робот техники», «Аэрокосмос инженерийĕ» тата «Сетьсемпе система администрированийĕ» енĕсемпе ÿстернĕ. Наталья Неофитова, сăмахран, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене те асăннă енсемпе вĕрентме тытăннă, тĕрлĕ тупăшăва хатĕрлеме пуçланă.
Семинарта «JuniorSkills» стандарчĕсемпе паллашнă, çак тупăшăвăн кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи календарь планне пăхса тухнă тата ачасене «JuniorSkills» чемпионата хатĕрлессине сÿтсе явнă. 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче Тăвай шкулĕнче ăс пухакансем те çак тупăшăва хутшăнма хатĕрленеççĕ.
Стажировкăна пухăннисем палăртнă тăрăх, çак мероприяти вĕсемшĕн калама çук усăллă пулнă. Вĕсем ытти компетенцисемпе те çакнашкал семинарсем иртессе шаннине пĕлтернĕ.
Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх, асăннă стажировка ăнăçлă иртни вĕсене малашне тата та тĕллевлĕрех ĕçлеме хавхалантарнă, çавăнпа та кун йышши мероприятисем пулаççех.
Аса илтеретпĕр, Наталья Николаевна Неофитова хăйĕн çăмăл мар ĕçĕнче самай пысăк çитĕнÿсем тăвать. Вăл тăрăшнипех Тăвайри шкулта пĕлÿ пухакан ачасем интернет уçлăхĕпе асăрхануллă усă курма вĕренеççĕ, мĕн пĕчĕкренех çак тĕнче шайĕнчи сечĕн хăрушлăхĕсем пирки пĕлеççĕ.
Н.Неофитова аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарта ĕçленĕ, унтан тăван тăрăха таврăнса Тăвай шкулĕнче информатика вĕрентме пуçланă. Ачасем предметпа интересленеççĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма тăрăшаççĕ.