12 сентября 2017 г.
Çак кунсенче Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Нина Герасимовна Николаева сумлă 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсанах Тăрмăшри вăтам шкулта химипе биологи учителĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимлерĕ. Нина Герасимовна пирĕн класс ертÿçиччĕ. Эпир вĕреннĕ тапхăрта классенче ача нумай пулнă, вăтăртан та иртнĕ. Вăл яланах пире пулăшма хатĕрччĕ, ăнланманнине çăмăл чĕлхепе каласа пирĕн пата çитеретчĕ. Эпир хамăр класс ертÿçине питĕ юрататтăмăр, халĕ те манмастпăр, уявсенче саламлатпăр.
Нина Герасимовна вĕрентнĕ çамрăксем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Вĕсен хушшинче паллă учительсемпе врачсем, ветеринарипе медицина, ял хуçалăх ĕçченĕ-сем тата тĕрлĕ професси çыннисем. Унăн вĕренекенĕсем: З.Григорьева (Кадикина) госстрах ĕçченĕ, Е.Матросова (Соловьева), С.Н.Васильева (Ильина), С.Г.Семенова (Иванова), Н.В.Разина (Тихонова), Л.И.Матросова (Белкова) учительсем, пĕрле шкулта ĕçленĕ Григорий Николаевичпа Зоя Никитична Павловсем, Елена Павловнапа Александр Петрович Егоровсем, В.Г.Сидоров, Тăрмăшри вăтам шкул ертÿçи С.В.Николаева тата “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем (В.А.Николаева, Л.А.Семенова, О.П.Петрова, А.Н.Васильев) сумлă ĕç ветеранне килне кайсах саламларăмăр, асăнмалăх парне панипе пĕрле юрласа-ташласа савăнтартăмăр. Николай Павлович Петров купăспа хавхалантарса пычĕ. Хăйĕн те çуралнă кунĕ-ччĕ, килĕнче хăнасем кĕтеççĕ пулин те ĕçтешĕ патне каймасăр тăраймарĕ. Вăл та пĕр тапхăр унпа шкулта пĕрле тăрăшнă. Хама та диплом илнĕ хыççăн шкулта вĕрентсе ăс панă учительсемпе ĕçлеме тÿр килчĕ, вĕсен хушшинче - Нина Герасимовна Николаевапа Григорий Николаевич Павлов. Ырă наставниксемччĕ вĕсем пирĕншĕн, çамрăксемшĕн.
Хисеплĕ юбилярăн мăшăрĕ Федор Александрович хăнасене тарават пулчĕ, тĕрлĕ апат-çимĕçпе, техĕмлĕ пылак компотпа сăйларĕ. Эпир ял-йышра ятлă мăшăра яланах çакăн пек ырă кăмăллă пулма ырлăх-сывлăх сунтăмăр.
Нина Герасимовнапа 1973 çулта класпа ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕке пăхса ачасене аса илсе лартăмăр. Эпĕ 7 “б” класра вĕреннĕ ун чухне, Н.Г.Николаева институт хыççăн тинтерех çеç шкула килнĕччĕ.