АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă пуçару вăй илсе пырать

12 сентября 2017 г.

Ырă пуçару вăй илсе пырать

Кăçал Раççейре экологи çулĕ, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче те чылай çĕнĕ улшăнусем пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров тăрăшнипе культура çурчĕ умĕнче ачасем валли кану вырăнĕ йĕркеленчĕ. Ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те кăмăлларĕ кану вырăнне.
Пĕчĕк туссем валли ярăнмалли те, сывлăха çирĕплетме турникет та вырнаçтарнă. Шăпăрлансем хăйăр купи çинче те выляма юратаççĕ. Ачасен площадкине йĕри-тавра хÿме тытса çавăрнă. Аякранах илемлĕн курăнса ларать вăл.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ырă пуçарăвне уйрăм çынсем те малалла тăсма тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ хăйсен кил-хуçалăхĕ умĕнче ача-пăча валли ярăнмалли вырăнсем йĕркелеççĕ, хитре чечексем лартса çитĕнтереççĕ. Хастарсенчен пĕри - Мускав урамĕ-нче пурăнакан З.И.Васильева. Нумаях пулмасть мăшăрĕпе Владимирпа пĕрле хăйсен килĕ умĕнче çакăн пек площадка тума пуçларĕç. Кÿршисем те айккинче юлмарĕç, мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшрĕç. Валерипе Людмила Лукинсем, вĕсен инкĕшĕ Александра Лукина, Надежда Петрова, Александр Данилов, Ивановсен çемйи тата Мускав тăкăрлăкĕнчи Порфирьевсем пĕрле туслăн ĕçленĕ хыççăн, ачасен кĕтнĕ площадки хатĕр те пулчĕ.
Кунтах тенкелсемпе сĕтел вырнаçтарнă. Хĕвел, çумăр лекесрен тăррине витнĕ. Шутлама, çырма шут шăрçипе доска та пур. Урам ачисем чуччу ярăнса савăнаççĕ, ал вăйне çирĕплетсе туртăнаççĕ ?сăн ÿкерчĕкре - площадкăн пĕр пайĕ/.
Сăмах май каласан, Зоя Ивановна ялти культура çуртĕнче режиссерта ĕçлет. Вăл ертсе пыракан коллектив çулсерен тĕрлĕ театр фестивалĕсене хутшăнса малти вырăна йышăнать. Киров хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри “Чĕрĕ сăмах” конкурсра та палăрнă вĕсем. Зоя Ивановна илемлĕ юрăсем те çырать, хăех кĕвĕлет. Унăн юррисене хамăр районта çеç мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Обществăлла ĕçре те хастарскерне ял тăрăхĕн депутатне суйланă.
Вылямалли кĕтессем пирки сăмах хускатнă майăн, акă, Лесная урам вĕçĕнче иртнĕ çулсенче Виталий Петров пуçарăвĕпе Михаил Алексеев ăстаçă ятарлă ача-пăча площадки йĕркеленĕччĕ. Районти ытти ялсенче те пуçаруçăсен ырă тĕслĕхĕ вăй илсе пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика