08 сентября 2017 г.
Пирĕн район территорийĕнче те пĕтĕм Раççейри “Симĕс Раççей” экологи субботникĕ йĕркелерĕç. “Пурте çĕршыва тирпей-илем кĕртме” девизпа иртет вăл, авăн уйăхĕ вĕçленичченех пырать.
Иртнĕ кунсенче, Тăвай енри предприятисемпе организацисен коллективĕсем асăннă акцие хутшăнса, лапамсене, масарсене йăлари ăпăр-тапăртан тасатрĕç, çын çÿллĕш çитĕннĕ çумкурăка çулчĕç, пахчасенче пушаннă анасене чавса-сухаласа тепĕр çул валли çĕр хатĕрлерĕç, картасене сăрласа илемлетрĕç, ялсен урамĕсене, харпăр-хăйне шанса панă территорисене тирпейлерĕç тата ытти те. Ырă ĕçе хутшăнма ĕлкĕрейменнисен çак кунсенче хăйсен тивĕçне пурнăçламалла.
Тăвай ялĕнчи паянхи кунпа килĕшÿллĕ çуртсем вырнаçнă урамсенчен ак, тухас килмест. Хуралтисене те ирĕксĕрех чылайччен сăнаса пăхса тăратăн, пĕринчен тепри илĕртÿллĕрех вĕсем. Туслă, пĕр-пĕрне пулăшса-ăнланса пурăнакан çуртсенче пур майсем те çителĕклĕ ĕнтĕ. Хăтлă условисенче çемьесен йăх тымарĕсем ĕмĕртен-ĕмĕре тăсăлĕç малашне.
Район центрĕнчи вăтам шкул картишне юмах тĕнчипе танлаштарса пĕрре кăна мар çырчĕç ĕнтĕ хаçатра. Чăннипех экологи культуришĕн тăрăшакан çынсем вăй хураççĕ унта, фонтан ĕçлессине те йĕркелесе янă, ларса канма саксем те пур.
“Тăвайри кооператив” обществăн, тĕп больницăн, район администрацийĕн, халăх сучĕн, газ участокĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн çурчĕсен çывăхĕнчи тасалăх пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çапла, тăрăшсан, тар кăларсан, çутă ĕмĕтлĕ çын çÿллĕ тăвайккине те тепĕр майлă çавăрса хурать, тесе ахальтен каламаççĕ иккен, пуçарулăх кăна кирлĕ тата пĕршухăшлăх.
Хамăр мĕнле лару-тăрура пурăнасси хамăртанах килет, паллах. Вăрманхĕрри масарĕ çывăхĕнче тирпейсĕрлĕх хуçаланнă халиччен. Нумаях пулмасть тепĕр хут çитрĕмĕр асăннă вырăна. Çынсем кунта пушă вăхăтне ирттерме пăрахман-ха ĕнтĕ, анчах хăйсем хыççăн çÿп-çапне пуçтарса кайма тытăннă пулас. Хĕллехи пек шашлăк пĕçернĕ вырăнсенче, пушă кĕленчесемпе ытти савăтсене асăрхаймарăмăр. Çÿллĕ курăк хушшинче курăнмасть, тен, ăпăр-тапăр.
Тăвай ялĕнче малтан типографи ĕçленине пĕлеççĕ ĕнтĕ аслăрах ÿсĕмри вулакансем. Çĕнĕлĕх тапхăрĕн варкăшĕ район хаçатне Канаш хулинче пичетлеттерме пуçларĕ те, çурчĕ пушанса юлчĕ. Ăна ют çын илни пирки те калаçатчĕç çав вăхăтра. Çакăн хыççăн тĕрлĕ организаци ĕçлесе пăхрĕ унта. Темшĕн кăмăлламарĕç çав вырăна, çине-çинех тăлăха хăварчĕç типографи çуртне. “Сутатăп”, - текен вывескăпа темиçе çул ларчĕ вăл. Нумаях пулмасть унти шăплăх хускалчĕ, çÿллĕ çитĕннĕ йывăçсене касма тытăнчĕç, çурт тăррине витнĕ шифера вистерĕç. ”Типографи çурчĕн хуçи тупăннă пулас”, - текен шухăш вĕçсе иртрĕ пуçра. Ĕç малалла каясса хĕпĕртесе кĕтрĕмĕр. Ара, çак йĕркесен авторĕн ĕç çулĕсем те унта иртнĕ-çке. Шел, маларах савăнтăмăр. Иртнĕ кунсенче кĕрсех паллашрăм çамрăк чухне çÿренĕ территорипе. Мухтав Турра, ырă-сывă тухма пултартăм унтан. “Никама та ан пултăр ку çурт”, - тесе çĕмĕрнĕ-ишнĕ, каснă-татнă-ши унта. Çÿллĕ курăк хушшинче каялла тухмалли çула аран шыраса тупрăм. Кам аркатнă-ши вара типографи пулнă çурта; Территорие тирек тураттисемпе кам çавнашкал тирпейсĕрленĕ-ши; Çак ыйтăва хаçат урлă хурав парасса кĕтетпĕр.
Экологири йĕркесĕрлĕхсемпе пĕрле пире чунсенчи культурăсăрлăх та малалла кайма чăрмантарать. Акă, тĕп больницăри юн пама тата врачсем патне кĕмелли черетсенех илер. Мĕнле кăна çын çук-ши вĕсем хушшинче? Тĕрлĕ майпа лекеççĕ районти пурăнакансем йышăнăва.
-Вăрçă тата ĕç инваличĕсене врачсем черетсĕр кĕртеççĕ. Больницăри кашни специалист патне кĕме маларах электронлă черет йышăнма пулать, çак йăлана хăнăхса пымалла çынсен, вара тĕркешÿ пулмасть, - тесе пĕлтерчĕç Тăвайри больницăрисем.
Черетсем ытти çĕрте те çук мар. Çамрăк çемьесем, ак, пурăнмалли условисене лайăхлатассишĕн патшалăхран пулăшу илессипе черет кĕтеççĕ. Ытти специалистсем патне кĕме те малтан черет йышăнмалла тата ытти те.
Çавăн пекех пурнăçри çавнашкал çитменлĕхсем пирки те сăмах хускатар. Кĕтĕве яман выльăхсем мĕншĕн урамсенче çÿреççĕ-ши? Çынсен пахчисене кĕрсе çимĕçсемпе улмуççисене самаях сиенлеççĕ-çке вĕсем.
“Выльăх фермине ял çывăхĕнче тума юрать-ши вара?” - пĕлесшĕн тепĕр ял çыннисем. Паллах, вĕсен хушши питĕ çывăх пулмалла маррине вулакансем пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ.
Пурнăçра йĕркелĕх çапла хамăртан та килнине кашнин ăнланасчĕ .