08 сентября 2017 г.
РФ прокуратури çумĕнчи Следстви комитетне йĕрке-ленĕренпе ĕнер 10 çул çитрĕ.
Халăхăн, уйрăм çынсен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккун инте-ресĕсене хÿтĕлес ĕçре РФ прокуратурин ĕçченĕсен тата Следстви комитечĕн тÿписем пысăк. Комитет ĕçченĕсен чи йывăр преступленисене тĕпчеме тивет: çынна вĕлерни, этем ирĕкĕсене хĕсĕрлени, тепĕр çынна арлăх тĕлĕшĕнчен пусмăрлани, çынсене сутни-туянни, ĕçлекенсене шалу паманни, ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла тата ыттисем. РФ Уголовлă кодексне улшăнусем кĕртнĕ май, Следстви комитечĕн ĕçченĕсем йывăр тата уй-рăмах йывăр преступленисене, налук тытăмĕнчи йĕркене пăснине тĕпчеççĕ. Уйрăм право тăрăмĕллĕ çынсене (депутатсем, тĕрлĕ шайри влаç органĕсен пред-ставителĕсем, ваккатсем тата ыттисем) уголовлă майпа явап тыттарасси те тĕп тивĕçсен шутĕнче.
Кирек епле вăхăтра та йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе лару-тăрăва уçăмлатасси, татăклă çирĕп-летÿсем тупса следовательсене пулăшасси вĕсен ĕçĕнче тĕп вырăнта тăрать. Сăмахран, РФ Следстви коми-течĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн ĕçченĕсем 10 çулта 13 пине яхăн уголовлă ĕç пăхса тухнă, 11 пин çын тĕлĕшĕпе пуçарнă 10 пине яхăн ĕçе тĕрлĕ суда çитернĕ. Коррупципе çыхăннă преступленисемпе кĕрешесси уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. 10 çулта сĕтевпе çыхăннă 2 пин те 600-е яхăн уголовлă ĕç пуçарнă, судсене 750 ĕç материалне çитернĕ. Иртнĕ çулсенчех тунă, анчах та вăхăтра уçăмлатман преступленисем тĕлĕшĕпе вĕçне-хĕрне çитес тесе уйрăмах тăрăшуллă ĕçленине палăртмалла. 10 çулта йĕркене пăснă çакăн пек 400-е яхăн тĕслĕхе уçса пама пултарнă.
Пурнăçлама палăртнă ĕçсем те пайтах. Халăхăн, уйрăм çынсен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккун интересĕсене хÿтĕлес, преступленисене уçăмлатас ĕçре Следстви комитечĕн ĕçченĕсем пахарах, ĕçлеме тĕллев лартаççĕ.
Следстви комитечĕн ĕçче-нĕсем ĕçри çитĕнÿсене прокуратура, районсенчи полици уйрăмĕсен ĕçченĕсемпе, йĕрке хуралĕнчи ытти органпа тата халăхпа килĕштерсе ĕçленинче кураççĕ.