08 сентября 2017 г.
Пирĕн район сĕчĕ пысăк пахалăхпа тата тутăлăх енĕсем лайăх пулнипе палăрса тăрать. “Акконд-агро фирма” АОн сĕчĕ республикăри тата Раççейри тĕрлĕ шайри конкурссенче çĕнтерсе илнĕ наградăсем те çакăн çинчен уçăмлă калаççĕ. Тушкилти Сергей Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче вырнаçтарнă молокоматсем асăннă хуласенче пурăнакансене тин сунă паха сĕтпе тивĕçтереççĕ, ĕнисене хуларах тытаççĕ тейĕн. Куллен 1 тонна çурăран кая мар сĕт ăсатаççĕ. Хапăлласах туяннине калаççĕ сĕте, литрне 35 тенкĕпе.
Анчах районти чылай ялта халăхран туянакан сĕт хакĕ ытла та пĕчĕкленсе юлчĕ - литрне 16 тенкĕпе кăна пухаççĕ. Халĕ - кĕркунне, сĕт çăраланса, кулленхи сăвăм пĕчĕкленсе пырать. Çавна май ĕне усракансем харпăр хăй килхуçалăхĕсенчен паракан сĕт хакĕ те ÿссех пымалла пек. Акă, тĕслĕхрен, Кармалти В.Грачев ХФХ Тăрмăш ялĕнче сĕте халăхран литрне 18 тенкĕпе туянать. Çакна вырăнти ял администрацийĕнче те çирĕплетрĕç. Вăрнарсем те 18 тенкĕпе килсе илеççĕ. Çав вăхăтрах ытти ялсенчи халăх кăмăлсăр паянхи кун та сĕте 16 тенкĕпе кăна туяннипе. Çакă питĕ шухăшлаттармалла сĕт пухакансене, продукцие тивĕçлĕ хакпа туянманран та вĕт халăхра ĕне тытакансен йышĕ чаксах пырать.