08 сентября 2017 г.
Ĕç кунĕ вĕçленнĕ тĕле урасем ывăнсан, шăнсан е шыçăнсан сиплĕ шыва чиксе лармалла.
Ваннăна е пысăк тирĕке ăшă шыв (ура чăтмалла), ура хырăмĕ таран туличчен тултармалла. Çав шыва 3 апат кашăкĕ тинĕс тăварĕ ямалла та тинĕсри шывра утнă евĕр 5-10 минут хусканусем тумалла. Хыççăн урана типĕтмелле те ăшă нуски тăхăнса выртмалла. Урасем айне валик е минтер хурсан аван.
Çакнашкал ваннăсене черетпе улăштармалла: тинĕс тăварĕ ярса, эмел курăкĕсемпе настой туса - шур чечекпе (ромашка), упа паланĕ-пе (бузина), ама хупахĕпе, хаяр утипе (шалфей), çăка чечекĕпе. Çавăн пекех ванна валли вĕлтĕрен те питĕ усăллă. Çак чечексем-курăксем пурте урасем ывăннине ирттереççĕ, ыратсан - лăплантараççĕ.
Тухтăрпа канашлани ытлашши пулмĕ.