05 сентября 2017 г.
Çĕнĕ Пуянкасси. Хаваслă сăн-питпе, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пуçтарăнчĕç ачасем шкулти линейкăна. Уява ертсе пыракансем _ Н.Владимировпа К.Макаров малтанах шкул директорне С.П.Кириллова сăмах пачĕç. Вăл çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Çав вăхăтрах вĕренÿре палăрнисене грамотăсем, ГТО нормативне пурнăçланисене значоксем пачĕ. Район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн представителĕсем А.Федоровапа Н.Шакрова, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Г.Кондратьева, ача сачĕн воспитателĕ А.Краснова ачасене, педагогсемпе ашшĕ-амăшне уявпа саламласа çитĕнÿ-сем сунчĕç.
Пухăннисемшĕн асра юлмалли самант та пулчĕ. Мускав облаçĕнчи Щелково хулинче пурăнакан, отставкăри подполковник Иван Краснов саламлă телеграмма янă. Халĕ Иван Матвеевич 99 çулта, Кивĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Ăшă салам сăмахĕсене шкул директорĕ вуласа пачĕ. Питĕ савăнчĕç вĕренекенсем, нумайччен алă çупса тав турĕç сумлă ентешне.
Пĕрремĕш шăнкăрав пĕлÿ тĕнчине йыхăрчĕ. Пуçласа парта хушшине ларакансене Нина Александрова класа ертсе кайрĕ.
10 сехет иртсен спорт залне уçма васкарĕç. Унчченхинчен илемлĕ те хăтлă кунта. Юсав ĕçĕсем тума миллиона яхăн укçа уйăрнине пĕлме тÿр килчĕ. Строительсемпе шкулта ĕçлекенсем тăрăшнипе спортзал кунта вĕренекенсемшĕн чăннипех те паха парне пулчĕ.