05 сентября 2017 г.
Иртнĕ шăматкун çĕршывра пурăнакансем «Симĕс Раççей» экологи субботникне хутшăннă. Çапла майпа ÿссе пыракан ăрăва, аслăрах ÿсĕмрисене тăван тавралăха упрама, экологи лару-тăрăвне лайăхлатма, çутçанталăкпа çыхăннă йывăр ыйтусемпе канăçсăрланакансене пĕрлештерме, тăван тăрăхри вăрмансене, çырма-çатрана, юханшывсене, çăлкуçсене, парксемпе скверсене тирпейлеме хăнăхтарасшăн. Çакă тата экологи культурине йĕркелени кăçалхи çул – Раççейри Экологи çулталăкĕнче – уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тăрмăш шкулĕнче вĕренекенсем, вĕрентекенсем, çавăн пекех район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, субботникăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Валерий Чайкин «Хура çăл» çутçанталăк палăкне тирпейлеме хутшăннă. Владимир Алексеевич ачасене хастар ĕçленĕшĕн тав тунă. Уçă сывлăшра, кÿлĕ хĕрринче канма юратакансем темшĕн хăйсем хыççăн çÿп-çапа пуçтарса хăвармаççĕ. «Хура çăла» килсе савăнма, ĕçме-çиме, юрлама-ташлама тата тавралăха вараласа хăварма юратаççĕ. Паллах, хамăр ентешсен экологи культури япăх аталаннишĕн Тăрмăш ялĕнчи вĕренекенсем айăплă мар. Вĕсен тăван ялĕнче тирпей-илем кĕртес вырăнне тавралăха варалакансем хыççăн çÿп-çап пуçтарма тивнĕ. Тĕпрен илсен, Тăрмăшри ачасем çак ĕçе çулсеренех пурнăçлаççĕ. Çак ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем вара тăван тавралăха илем кĕртрĕç. Вĕсем, тĕпрен илсен, çулталăк тăршшĕпех çак ĕçсене пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Хальхинче те стадионпа унăн таврашĕнче, администраци тата культура çурчĕ умĕнчи, палăксем лартнă лаптăксенчи, автоçул хĕррисенчи çÿп-çапа пуçтарнă. Тĕмерти ача садĕнче те «Симĕс Раççей» субботник анлă иртнĕ. Учрежденире вăй хуракансем пурте кар тăрса тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ. Вĕсем ÿссе кайнă курăка çулнă, çÿп-çап пуçтарнă, хăрнă туратсене каснă тата тĕмсене тирпейленĕ. Тăвайĕнчи 2-мĕш номерлĕ ача садĕнчен те экологи субботникĕ аван иртни çинчен пĕлтереççĕ. Учреждение Альбина Ильинична Краснова ертсе пырать. «Тавралăх тата илемлĕрех пултăр, йывăç-курăк, чечексем ешерччĕр, куçа савăнтарччăр», - тесе ĕçлерĕç ача садĕнче вăй хуракансем тата ăс пухакан шăпăрлансем «Симĕс Раççей» субботникре. Чутей ялĕнче те организацисемпе учрежденисен лаптăкĕсене, урамсене тирпейленĕ. Субботнике ял тăрăхĕн администрацийĕн, культура çурчĕн ĕçченĕсем, ял халăхĕ тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа хăпартнă палăк умне чечексем лартса хăварнă (сăн ÿкерчĕкре). Чутей шкулĕнче ăс пухакансем вара вĕренÿ учрежденийĕ çумĕнчи тавралăха, пахчапа сада, чечек йăранĕсене, стадиона тата хоккей кортне çÿп-çапран тасатнă. Сăхăтпуç ялĕнче те ÿссе кайнă çумкурăка çулса тирпейленĕ. Ял халăхĕ уйрăмах Николай Семенова, Ирина Андреевана (фельдшер), Виталий Яковлева тата Раиса Гаврилована субботнике хастар хутшăннăшăн тав тăвать.