АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сезонне уçрĕ

05 сентября 2017 г.

Çĕнĕ сезонне уçрĕ

Енĕш Нăрваш ялĕнчи “Саймал” ансамбль хăйĕн çĕнĕ сезонне уçрĕ. “Чувашсетьгаз” обществăн Канашри районсем хушшинчи филиалăн Тăвайри участокĕнче ĕçлекенсем кăçалхи пĕрремĕш кураканĕсем пулчĕç.
Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, 1980 çултан пуçласа, Верховнăй Совет указĕпе килĕшÿ-ллĕн, нефтьпе газ промышленноçĕнче вăй хуракансен кунне паллă тăваççĕ.
Иртнĕ эрнекун Тăвайри газ участокĕн çуртĕ-нче уяв пулнă. Пирĕн çуртсемпе хваттерсене ăшăпа хăтлăх илсе кĕрекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке профессиллĕ уявпа саламланă, малта пыракансене тĕрлĕ наградăпа чысланă, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем суннă. Тăвайри газ участокĕнче тăрăшакансем патне ăшă сăмахсем çавăн пекех В.Семенов ертÿçĕ çитернĕ. Вăл хăйсен кăтартăвĕсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарнă, малашлăхри тĕллевĕсене палăртнă.
“Саймал” ансамбль членĕсем - З.Васильева, Л.Максимова, Н.Петрова тата ыттисем сехет ытла савăнтарнă газ участокĕнче ĕçлекенсене. Куракансем артистсене, тăвăллăн алă çупса тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика