АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм çăмăлттайлăхĕ

05 сентября 2017 г.

Эсир хаçата çырнине пĕлсе сирĕн патне килсе, хам çинчен кăштах каласа парас терĕм. Ман пек юрату “серепине” лекнĕ арăмсем тата пулма пултараççĕ. Вĕсене те усă пулĕ, тен.
...Юрату тепĕр чухне чуна ыраттарать. Акă, кĕсьери телефон шăнкăртатрĕ. “Савниçĕм, каçар мана, паян пыраймастăп”, - терĕ вăл. Эпĕ тÿрех йĕрсе ятăм. Леонидăн ?эпĕ ăна ачашласа Леопард тетĕп/ тупăшлăрах ĕçсем тупăннă иккен. Эпĕ хамăн çуралнă куна çуртасем çутса пĕрле кĕтсе илме ĕмĕтленнĕччĕ. Юлташăн хваттерĕнче тĕл пулатпăр ытларах чухне. Сĕтел çине тутлă апат-çимĕç, хаклă пылак эрехсем илсе лартнăччĕ. Телефон шăнкăравĕ пĕтĕм кăмăла пăсрĕ. Тутлă хĕрлĕ эрехе ĕçсе çĕрĕпе йĕрсе лармалли кăна юлчĕ. Ирхине ĕçре йĕнине тата ют арçынпа роман пулнине ан сисчĕр тесе пит-куçа хаклă кремсемпе сăрламалли кăна юлать. Тата мăшăр сисесрен те хăратăп, пĕрмай суйса пурăнаймăн.
Эпĕ фирмăра çĕнĕ çын, институт хыççăн килнĕ. Пуçлăх хăй шефа илнĕ евĕр мана ăшшăн йышăнчĕ. “Эсир астăвăр, юратса ан пăрахăр”, - тесе ĕçтешĕсем кăштах тĕртсе те илнĕччĕ ĕçе вырнаçнă чухне.
Ман çине пăхсан кĕвĕçме сăлтавĕ те пур пулĕ. Сăн-сăпатран хитре эпĕ, кăкăрсем тулли. Хама формăра тытма тăрăшатăп.
“Пур сăмаха та ăша ан ил”, - тесе лăплантарчĕ пуçлăх. Хĕрарăмсем шÿтлесе каланă хыççăн пирĕн хушăра темскер пулса иртме тытăнчĕ. Эпĕ ют арçынпа роман çавăрттарма пуçăнăп тесе шутлама та пултарайман. Мĕншĕн тесен манăн упăшка пур-çке. Леонид ют хĕрарăмсене перчетке пек улăштарать тенине илтнĕ-ха, анчах ĕненмен. Эпĕ ĕненмен. Вăл пăхма ытти арçынсем пек мар. Тимлĕ, ăслă, калаçăвĕ çыпăçуллă. Пĕррехинче ĕç пирки ăнлантарнă чухне аллипе ăнсăртран мана сĕртĕнчĕ. Çан-çурăм тăрăх электричество токĕ чупнă евĕр туйăнчĕ. Эпĕ канăçсăрлантăм, çав вăхăтрах мана питĕ лайăх пулса кайрĕ. Ĕç хыççăн кафене чĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Çавăн чухне ăна пĕрремĕш хут хам чуптурăм. Вăл аллине ман пилĕкрен ямарĕ. Çав кунтан пуçланчĕ те пирĕн юрату çыхăнăвĕ. Эпĕ упăшка çинчен манса пытăм. Ĕç хыççăн ытларах Леонидпа тĕлпулу шырарăм. Вăл çук чухне тунсăх пусать. Тепĕр кунне ним пулман пек йăлкулатăп та чăтăмсăррăн ăна кĕтетĕп. Вăл, паллах, килет. Эпĕ ăна: “Эсĕ манăн ачаш упа çури”, - тесе унтан-кунтан чуптума пикенетĕп. “Эпĕ сана никама та памастăп, эсĕ манăн чун уççи”, - тесе мухтама тытăнать вăл. Манăн кăмăл çемçелсе каять. Хама пĕлĕтре вĕçнĕ евĕр туятăп. Кăпăшка юр пек вĕçсе хуллен çĕр çине анатăп. Çапла кунпа çĕр ылмашăнса пырать. Эпĕ яланах тĕлпулу çинчен ĕмĕтленетĕп. Мăшăр та аякри рейссене çÿренĕ май, инçете-инçете çухалса пырать. Юрать-ха хальлĕхе ачасем пĕлмеççĕ. Пĕчĕкрех-ха вĕсем. Пурнăç мĕнле вĕçленессе хам та лайăх ăнланаймастăп. Юрату танатинчен мĕнле тухмалла;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика