АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте - тирпей-илем кĕртме

01 сентября 2017 г.

Республикăра авăн уйăхĕн 2-30-мĕшĕсенче тавралăха çÿп-çапран тасатас енĕпе акци ирттерме йышăннă.
“Симĕс Раççей” общество юхăмĕ йĕркелекен субботнике пĕтĕм çĕршыв хутшăнать. Вăл “Пурте çĕршыва çÿп-çапран тасатма!” девизпа иртет.
Тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен районти комитет ларăвĕнче акци пынă вăхăтра субботникра тумалли ĕçсене палăртнă. Тавралăха типтерлес ĕçсем предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче, ял тăрăхĕсенче пуçланнă та ĕнтĕ. Вăл октябрь уйăхĕчченех пырĕ. Çав вăхăтра çулсен айккисенчи çумкурăксене çулса тăмалла, ÿкнĕ çулçăсене пуçтармалла, вăхăт çитсен чечек клумбисене чавса хăвармалла, ялсенчен çÿп-çапа вăхăтра илсе тухмалла тата ыт. те.
Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче район çыннисене кашни хăй пурăнакан вырăна çÿп-çапран, çумкурăкран тасатма субботника хастар хутшăнма чĕнсе калатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика