АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕ чысланă

01 сентября 2017 г.

Раççей Президенчĕ чысланă

Инвалидсемпе, япăх сывлăхлă çынсемпе ĕçлеме пĕрре те ансат мар. Çавăнпа та çак ĕçе чунтан парăнман çынсем пурнăçлаймаççĕ пулĕ. Вĕсен чăтăмлă, тÿсĕмлĕ, ырă кăмăллă, ăшпиллĕ пулмалла. Унсăрăн нимĕнле çитĕнÿ тума та, сусăрсене кирлĕ шайра пулăшма та май килмĕ. Тăвай енре те инвалидсем сахал мар. Хăшĕ-пĕри хăйне хăй пăхма пултарать пулсан, теприсене социаллă ĕçченсен пулăшăвĕ кирлех. Паянхи кун районти специалистсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ, апла пулин те вĕсене те хăш чухне хавхалану çитмест пулĕ. Тĕрлĕ проект шухăшласа кăларма пĕрре те ансат мар-çке. Çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан Маргарита Павловна Кузьминых социаллă ĕçчене (сăн ÿкерчĕкре) Раççей Президенчĕ Владимир Путин чысланă. Хĕрарăм халăха социаллă хÿтĕлевпе тивĕçтерес тытăмра нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн «Раççей Федерацийĕнчи социаллă хÿтĕлевĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» сумлă ята илме пултарнă. Кирлĕ хушăва çĕршыв ертÿçи алă пусса çирĕплетнĕ. Маргарита Павловна тĕллевлĕ, çирĕп кăмăллă, çав вăхăтрах ырă тата çынна ăнланма пултаракан хĕрарăм. Вăл нумай çул республикăри сусăрсене пурăнмалли хăтлă майсемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшать. Маргарита Павловна тăрăшнипех Чăваш енри нумай инвалида ĕçпе, вăтам тата аслă пĕлÿпе, паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Çакна та палăртмалла, Маргарита Кузьминых Чăваш Енри социаллă хÿтĕлев тытăмĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри Патшалăх Канашĕн ĕçне те хастар хутшăнать. Çĕнĕ саккунсене сусăрсемшĕн тата вĕсен организацийĕсемшĕн усăллă тăвассишĕн çунать. Унсăр пуçне хĕрарăм Чăваш Ен экономикине çĕнетессипе тата технологисем тĕлĕшĕнчен аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ĕçлĕ ушкăнне те кĕрет. Маргарита Павловна тăрăшнипе влаç органĕсен представителĕсемпе çавра сĕтел хушшинче канашлусем иртеççĕ. Вĕсенче инвалидсен пурнăçне лайăхлатассине сÿтсе яваççĕ. Çак хĕрарăм çине тăнипе сусăрсем валли республикăри предприяти-организацисенче ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, Чăваш Ен хыснинчен инвалидсене субсиди памалăх укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Республикăри районсенчи тата хуласенчи Пĕтĕм Раççейри инвалидсен пĕрлĕхĕн уйрăмĕсене çирĕплетессишĕн те тимлет Маргарита Павловна. Чăваш Енре 29 çакнашкал учреждени. Вăл ертсе пынипе юлашки 5 çулта кăна 11 социаллă проект пурнăçа кĕртнĕ тата кĕртеççĕ. Вĕсене 750 сусăр хутшăннă. Асăннă проектсем инвалидсене литература, ташă, спорт тытăмĕсенче хăйсен вырăнĕсене тупма пулăшаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, инвалидсен чи лайăх хайлавĕсен пуххине пичетленĕ. Халĕ Чăваш Енри социаллă хÿтĕлев ĕçĕ еплерех йĕркеленни çинчен каласа паракан кĕнеке те кăларасшăн. Маргарита Павловна палăртнă тăрăх, унăн чи юратнă проекчĕ – кÿме çинче ларса çÿрекенсен ташă ушкăнне йĕркелени. «Çак проект нихăçан та парăнмалла маррине çирĕплетме пултарать. Çавăнпа та эпир малалла талпăнăпăр», - тет вăл. Пирĕн хушăра Маргарита Кузьминых пек çынсем пурăнни социаллă хÿтĕлев тытăмĕнче ĕçлекен мĕн- пур специалиста хавхалантармалла пек туйăнать. Тен, çак хĕрарăм пысăк чыса тивĕçни пирĕн районти çынсене те хăпартлантарма, малалла талпăнма хистеме пултарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика