01 сентября 2017 г.
Тăрмăшсем районти футбол чемпионатĕнче те, Чăваш Ен чемпионачĕн пĕрремĕш лигинче те, Чăваш Республикин кубокĕшĕн пыракан ăмăртусенче те ăнăçлă выляни çинчен хаçатăн маларахри номерĕнче çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ, футбол командин сăн ÿкерчĕкне те пичетленĕччĕ. Хальхинче çак çитĕнÿсене тăвакансем, район чысне çÿле çĕклекенсем пирки пырĕ сăмах.
Футбол площадкин хапхисене Василий Васильевпа Кирилл Антонов шанчăклă хÿтĕлеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне çăмăллăнах улăштарма пултараççĕ, пĕри ĕçре пулсан, ун вырăнне тепри хапхана мечĕк кĕресрен сыхлать. Защитăра Роман Васильев, Николай Ильин выляççĕ, тепĕр чухне вара Руслан Ильин, Сергей Михайлов, Андрей Григорьев, Павел Иванов. Роман Васильев час-часах тапăнса вылять, пуçпа çапса е акробатика мелĕсемпе усă курса илемлĕ голсем кĕртет.
Николай Ильин - командăра чи çамрăкки, апла пулин те вăл чи шанчăклă хÿтĕлевçĕ-сенчен пĕри. Руслан Ильин та защитăра шанчăклă, час-часах тапăнса та вылять, пас парса, хăйĕн партнерĕсене лайăх позицисем туса парать тата татса паракан голсем тапса кĕртет. Вăл - команда лидерĕ. Сергей Михайлов çурма защитăра маттур, анчах команда интересĕсем ăна час-часах защитăра пулма хистеççĕ. Вăл лайăх дриблер тата илемлĕ пассем пама пултарать. Андрей Григорьев хапхара çеç тăмасть, вăл хÿтĕ-ленме пĕлет, чи лайăх тапăнакансенчен пĕри, пуçпа чаплă вылять, икĕ метр çÿллĕш “гренадерсем” унран сайра-хутра кăна выляса илеççĕ.
Данил Павлов хăвăрт шухăшласа илме пултарнипе палăрса тăрать, юлташĕсене вăхăтра пулăшма ĕлкĕрет, хăйсен хапхи умĕнчи хăрушлăха хăвăртах сирсе яма май тупать. Евгений Шакин та вăйă йĕркисене пăхăнса çирĕп вылять. Мечĕке тапăнакансенчен çăмăллăнах туртса илме пултарать. Ÿт-пĕвĕ çÿллĕ пулнăран та çÿлте вĕçекен мечĕк час-часах ăна лекнине куратăн. Павел Иванов - яланах шанчăклă, тупăшса выляма юратать, площадкăра пур çĕре те çитме тăрăшать. Команда мĕнле пуласси çурма защитăран нумай килет. Тăрмăшсен командинче ку енĕпе Эраст Никоноров, Максим Иванов, Андрей Андреев, Антон Антонов, Максим Пикишкин палăрса тăраççĕ. Эраст Никоноров площадкăн сулахай флангĕнче вылять, вăл аякранах тапса е хăйĕн пÿ-сине кура пуçпа тĕксе те мечĕке хапхана кĕртме пултарать. Максим Иванов площадка варринче вăйлă, мечĕ-кпе лайăх çÿрет, тĕл тапать, ăна хапхана пĕрре çеç мар татăклă тапса кĕртнĕ вăл. Андрей Андреев та варринче вылять, вăл - команда капитанĕ. Вăл лайăх пас пама, хăвăрт та вăйлă тапăнма, командăна кирлĕ пек хавхалантарса выляттарма пултарать, çитĕнÿсем унран сахал мар килеççĕ. Максим Пикишкин, Антон Антонов та ырă сăмахсене тивĕçлĕ.
Дмитрий Степанов тата Евгений Яшуткин - тапăнса вылякансем. Вĕсем хăйсене хирĕç вылякансен хапхине хÿтĕлекенсемшĕн тăтăшах хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Дмитрий Степанов хăвăрт та пĕлсе тапăнать, асра юлмалли голсем тапса кĕртет.
Командăна пухса хатĕрлекенĕ тата пур шайри ăмăртусене те хутшăнтараканĕ - Игорь Афанасьев. Унăн тахачĕпе команда туслă, ăмăртусене ăнăçлă хутшăнать. Командăна çамрăк яшсем - Александр Алексеев тата Артем Васильев кĕреççĕ.