АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агитбригада уй-хирте

01 сентября 2017 г.

Агитбригада уй-хирте

Районти халăх творчествин коллективĕсем те вырмара уй-хире тухаççĕ. Ял ĕçченĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарас тĕллевне пурнăçа кĕртеççĕ.
Ялсенче пурăнакансем уй-хирте е йĕтем çинче тăрăшаççĕ халь. Çăмăл мар ĕçре вĕсене Тăвайри культура çурчĕн ĕçченĕсем хавхалантарах тăраççĕ. Каннă чухне хаваслă кĕвĕ итлесен кăмăл çĕкленет.
Агитбригада Тушкил, Тăрмăш, Кĕрше, Чутей, Кармал ялĕсенчи хуçалăхсене çитсе юрă-ташăпа савăнтарнă çынсене. Артистсене пур çĕрте те аван кĕтсе илнĕ. Чăвашла тата вырăсла юрăсене пĕрле шăрантарнă вырмана хутшăнакансем. Культура ĕçченĕсене алă çупса хавхалантарнă вĕсем, килсех çÿреме ыйтнă. Юрăçсемпе ташăçăсем те парăмра юлман, тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртме çирĕп сывлăх суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика