АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр! кĕрлерĕ ял уявĕ

01 сентября 2017 г.

Кĕр! кĕрлерĕ ял уявĕ

Çак кунсенче Тăрмăш ялĕн 454 çулхи уявне паллă турăмăр. Праçник ял çывăхĕ-нчи лапамра иртрĕ. Ял уявне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ĕлĕкхи йăлана тĕпе хурса чăваш тумĕ тăхăннă уяв пуçлăхĕсем ?В.Алексеева, А.Васильев/ çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа, чăкăт-çăмартапа пил ыйтрĕç Пÿлĕ- хçĕрен, унтан килнĕ хăнасене сăйларĕç.
Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Николаева пухăннисене ăшшăн саламларĕ, туса иртттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, малашлăх тĕллевсене асăнса хăварчĕ, ялти хастарсене тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Вĕсен хушшинче - Н.Соловьев, Л.Семенова, Г.Табаева, А.Петрова, Г.Кузьмин, В.Афанасьев, Н.Афанасьев. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке салам сăмахĕсемпе пĕрле Т.Ялугинана, Н.Алексеевана, З.Семенована, Е.Иванована, Г.Николаевана “Единая Россия” партин Тав хучĕсене пачĕ. Тăрмăшри вăтам шкул директорĕ С.В.Николаева та çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕ уява пухăннă халăха. Отставкăри полковник, Тăрмăш ялĕ çинчен çырнă тăватă кĕнеке авторĕ Э.С.Ушаков тăван ял халăхне яланах пĕр-пĕрне пулăшса пыма сунчĕ. В.Г.Сидорова “Тăрмăш ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” ят пани çинчен свидетельство пачĕç. Вячеслав Гаврилович вăтам шкулта истори вĕрентет, ялти обществăлла ĕçсене яланах хастар хутшăнать.
Концерт программине “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнĕ уçрĕ, чăваш юрри-ташшисемпе килентерчĕ вăл çынсене. Халăх ушкăнне ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Матросова ертсе пырать, купăспа Н.Петров хавхалантарса пычĕ. Тăрмăшсене уявпа саламлама чылай коллектив килнĕ. “Тăвай ен” халăх ушкăнĕн хĕрĕсем хăйсен хитре сассисемпе чăвашла та, вырăсла та юрласа савăнтарчĕç. Енĕш Нăрвашри “Саймал” ушкăн, З.Васильевапа В.Ефимов юрлани куракансене уйрăмах килĕшрĕ. Тушкилти “Сурпан” фольклор ушкăнĕ чăваш халăх юррисене пĕрин хыççăн тепĕрне шăрантарчĕ. Красноармейскинчен ветерансен хорĕ те (сăн ÿкерчĕкре) уява çитрĕ. Вĕсене те итлеме кăмăллă пулчĕ. Хора пирĕн ял çынни, манăн иккĕмĕш сыпăкри пичче В.Соловьев çÿрет. Пирĕн патăрта виççĕмĕш хут вĕсем. Хăйсем патне чĕнеççĕ, кайса курасшăн-ха. Уйрăм солистсенчен Е.Матросова, О.Петрова, В.Совин, Дашăпа Диана, Люда ?виççĕшĕ те Тушкил/ юрă хыççăн юрă парнелерĕç. Ачасен “Хĕвел” ташă ушкăнĕ “Современный танец”, Алина Петрова “Цыган” тата пĕрле килнĕ Алешăпа “Сельс” ташăсемпе кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Г.Цветкова Тăрмăш ялне халалласа хăй çырнă сăвва çĕкленÿ-ллĕ вуларĕ. Н.Семеновапа В.Николаева программăна аван ертсе пычĕç. Уява пынисене шÿрпепе, кукăль-пÿ-ремечпе, кăпăклă сăрапа хăналарăмăр.
Паллах, тĕрлĕ енлĕ спорт вăййисем те иртрĕç стадионта. Мала тухнисене тав хучĕ-сем парса хавхалантарчĕç. Ачасене валли тĕрлĕрен аттракционсем пулчĕç, лавккасем те кунĕпех ĕçлерĕç. Каçхине чăваш çăлтăрĕсен концерчĕ пулчĕ, ун хыççăн вара - хаваслă дискотека.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика