29 августа 2017 г.
Уйăхăн пуçламăшĕнче Раççей Пре-зиденчĕ Владимир Путин Киров хулинче вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашăн ларăвне ирттерчĕ. «Пирĕн Канаш сÿтсе явакан ыйтусем нефть е газ уçлассипе çыхăнман, эпир сирĕнпе кашни куншăн пĕлтерĕшлĕ пулăмсене пăхса тухатпăр. Анчах та çак ыйтусене татса панинчен Раççей çыннисен пурнăçĕн пахалăхĕ килсе тăрать. Тĕпрен илсен, тĕрлĕ шайри влаç органĕсен тĕллевĕ те çакă», - тенĕ унта В.Путин. Канаша пухăннисем çынсем тăван хулин, поселокĕн е ялĕн кăткăс ыйтăвĕсене татса парас ĕçе еплерех хутшăнни, проектсем пурнăçа кĕртнĕ чух вĕсен пуçарăвĕсене, шухăшĕсене шута илнипе илменни пирки калаçнă. Çĕршыв ертÿçи палăртнă тăрăх, пуçаруллă граждансем халĕ йышлăн. Вĕсем тăван тăрăхĕшĕн усăллă япала тăвассишĕн, кулленхи пурнăçа çĕнĕлĕх кĕртессишĕн. Влаç органĕсен вĕсене илтме пĕлмелле. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Владимир Владимирович ялсемпе пысăках мар хуласене аталантарассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Чăваш Енри халăхăн 35 ытла проценчĕ ял-салара пурăнать. Ял тăрăхĕсене аталантарас ĕçе Республика ертÿлĕхĕ те пысăк тимлĕх уйăрать. 2015-2017 çулсенче ялсене аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ен хыснинчен 2 миллиарда яхăн тенкĕ укçа уйăрнă. Асăннă хисеппе усă курса çулсем сарнă, çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, ял халăхĕн пуçарăвĕсене грантсемпе пулăшнă, культура çурчĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсем тата пĕлÿ паракан учрежденисем тунă. Тăвай районĕнчи ĕçсем те кал-кал пыраççĕ. Сăмахран, Тушкил, Чутей ялĕсем патнелле каякан, Канашран Тăвайне килекен çулсене тĕпрен юсанă. Халĕ район центрĕнчен Нÿшкасси еннелле сарнă çула тирпейлеме пуçланă. Унсăр пуçне ялсенчи урамсенче вак чулран çул-йĕр сараççĕ. Çак ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ çĕр-çĕр миллион тенкĕпе танлашать. 2003-2017 çулсенче республикăри ял-салара пурăнакан 5046 çын пурăнмалли условийĕсене патшалăх пулăшнипе лайăхлатма пултарнă. Ун йышшисем пирĕн районта та сахал мар. Нумай ачаллă çемьесем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, тăлăх ачасем çĕнĕ çуртсене куçма пултарчĕç. Ялсенче пурăнакансене пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесех фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç. Юлашки 5 çулта Тăвай енри Амалăх, Вăтаяль, Нÿшкасси, Çăлпуç, Çĕнĕ Ишпуç, Тенеяль ялĕсенче тата Кушкă салинче сиплев çурчĕсем уçăлчĕç. Çитес çул çакнашкал учреждени Йăнтăрчă ялĕнче пулĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш Ен Ертÿçи Михаил Игнатьев ялсен аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ хушу çирĕплетнĕ. Республикăра халĕ вырăнти пуçарусене тĕрев парĕç, пурнăçа кĕртме пулăшĕç. Паянхи кун Чăваш Енре 47 çĕнĕ проект пурнăçа кĕрет. Вĕсенчен чылайăшне ял-хулара пурăнакан халăх сĕннĕ. Проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 33,3 миллион тенкĕ. Пуçарусем çул-йĕр, культура çурчĕсем, шкулсем, спорт лапамĕсем, стадионсем, парксемпе аллейăсем тата инфратытăмăн ытти объектне тăвассипе, юсассипе çыхăннă. Проектсене пурнăçа кĕртмешкĕн республика хысни те, уйрăм çынсемпе усламçăсем те укçа уйăрнă. Республикăра пурăнакансен ытти пуçарăвне пулăшу парас тесех Чăваш Ен Ертÿçи хушма 20 миллион тенкĕ укçа уйăрма йышăннă. Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те çак шухăша ырланă. Çакă çитес çулсенче ял-салана аталантарасси çине тата та пысăк тимлĕх уйăрассине пĕлтерет. Çак ĕçе республикăри 284 ял тăрăхĕнче пурăнакансем хутшăнсан питĕ аван пулать. Мĕншĕн тесен çапла майпа кăна Чăваш Енри кашни ялти кашни урам улшăнать. Çĕнĕлĕхсене вара республикăри кашни çын туйса илме пултарĕ.