29 августа 2017 г.
Çут çанталăкăн регион шайĕнчи палăкĕ пулса тăрать Эль кÿлли ?сăн ÿкерчĕкре/. Вăл Элпуç ялĕнчен çурçĕр-хĕвеланăç енче виçĕ çухрăмра вырнаçнă. Малтан лаптăкĕпе хальхинчен чылай пысăкрах та пулнине каласа параççĕ ку таврари ватăсем. Эль кÿлли хăй те, ун таврашĕнчи вырăнсем те чăвашсемшĕн сăваплă шутланнă. Кÿлĕ пирки нумай халап-юмах çÿрет. Хăй вăл тăрăхларах лаптăк йышăнать. Кÿлĕ çăл шывĕсемпе тулса тăрать теççĕ, анчах çулкуçĕсем тĕп-тĕрĕс ăçтарах вырнаçни ку таранччен те паллă мар. Хăйĕнчен вара пĕр пĕчĕк шыв кăна юхса тухать, вăл асăннă кÿлĕпе юнашар юхса иртекен хăйпе пĕр ятлă Эль юханшыва хушăнать. Кăнтăр енче çÿллĕ ăвăссем ÿсеççĕ пулсан, çурçĕр-хĕ-велтухăç енчен кÿлле сăртсем тата вĕсем çинче ÿсекен хырсем хупăрласа тăраççĕ. Кÿллĕн тарăнăшĕ пирки тĕрлĕ халап çÿрет. Хăшĕсем ăна тĕпсĕр, вăл Атăлпа çыхăннă тесе те, теприсем унăн варринче шыв çаврăнăшĕ пуррине те калаççĕ, виççĕмĕшсем шыв айĕнче варринче утрав пур тесе çирĕплетме пăхаççĕ. Шыв 1,2-2 метр тарăнăшĕнче те тăрă.
Эль кÿлли нумай çынна илĕртет хăй патне. Унта канма, шыва кĕме, пулă тытма тата ушкăнпа экскурсие те çÿ-реççĕ. Шыв пахалăхĕпе тасалăхĕ чĕрĕ организмсемшĕн лайăх. Унта тĕрлĕ пулă, рак ĕрчет. Çакă та шывăн тасалăхне палăртать. Пулăçсене çулла та, хĕлле те курма пулать вăлтапа ларнине. Пулăсенчен уланкă, кăртăш, хĕрлĕ çунат, хĕрлĕ куç, çĕлен пулă, шывçи, ыраш пăтри, ылтăн карас, çутă тата хупăллă карп тата ытти те ĕрченĕ.
Вĕçен кайăксенчен кайăк кăвакалсене тăтăшрах курма пулать кÿлĕре, сăрă чарлансемпе шыв чăххисем сайрарах пулаççĕ.
Кÿлĕ таврашĕнче Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕрекен икĕ-виçĕ ÿсен-тăран та пур.