АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кино каçĕнче - çĕнĕ зал

29 августа 2017 г.

Кино каçĕнче - çĕнĕ зал

Раççейри кино кунĕ пулчĕ иртнĕ вырсарникун. Çавна май çĕшывра “Кино каçĕ” акци йĕркелерĕç. Ăна экологи çулталăкне, революцин 100 çулхи юбилейне халалларĕç. Республикăри кинотеатрсен, концерт залĕсен, музейсен, филармонисен, библиотекăсен, культура учрежденийĕсен уçă лапамĕсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç. Фотокуравсем, кино çинчен викторинăсем, флешмобсемпе концертсем ирттерчĕç, куракансене парнесем пачĕç, дискотекăсемпе савăнтарчĕç çынсене тата ытти те.
Кăçал юлашки пилĕк çулта палăрнă “Кухня. Последняя битва”, “Время первых”, “28 панфиловцев” ятлă кинофильмсемпе паллаштарчĕç çынсене акци вăхăтĕнче. Çамрăксене “Снежная королева_3: Огонь и лед”, мультфильм курма сĕнчĕç.
Тăвайри культура çуртĕнче кино курмалли çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Зала юсаса çĕнетнĕ. Лайăх лару-тăрура ирттерчĕç культура ĕçченĕсем асăннă мероприятине.
“Виçĕ хĕвел” ятлă кинозал уçăлнă палăртнă кун Тăвайри культура çуртĕнче. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке саламланă çак çĕнĕлĕхпе тăвайсене, кинопа паллашма культура çуртне çÿреме, çĕнĕ оборудование упрама сĕннĕ, кинозала çĕнетме-юсама хутшăннисене Хисеп грамотисем парса чысланă.
Малашне пирĕн тăрăхра пурăнакансен пысăк пахалăхлă, çĕнĕ кинокартинăсене курма çывăхри хуласене каймалла пулмĕ. Кинозал уçăлнă кун та вырăнти çынсем тата “Бабушка легкого поведения” камите, “Реальная Белка 2” мультфильма, “Телохранитель киллера” боевик-камите тăван ялтан тухмасăрах курма пултарчĕç.
Районта пурăнакансене пурне те çĕнĕ залпа паллашма йыхаравлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика