АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бичурин – чăваш çынни

29 августа 2017 г.

Кашни халăхран тухнă паллă та мухтавлă çынсем пур. Вĕсемпе эпир тивĕçлипех мухтанатпăр, ытти халăх пред-ставителĕсене пирĕнтен çавă-çавă тухнă, тетпĕр. Чăвашсен те тĕнчипе паллă çынсем сахал мар. Вĕ-сенчен пĕри – Никита Яковлевич Бичурин (1777-1853 çç.).
Кăçал Иакинф çуралнăранпа 240 çул çитрĕ. Унăн хĕвелтухăçри çĕршывсене тĕпчесе çырнă ĕçĕсем XIX ĕмĕртех тĕнчипе паллă пулнă.
Никита Яковлевичăн ачалăхĕ халĕ Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шĕнерпуç ялĕнче иртнĕ. 1799 çулта вăл Хусанти тĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă. 1807 çулта Никита Яковлевича Китай çĕршывне Пекинти тĕн миссийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Тÿпе айĕнчи патшалăхра вăл 13 çул ытла пурăннă. Çак вăхăтра Китай географине, халăхсен кун-çулне, йăли-йĕркине тĕпченĕ вăл. 19 томлă китайла-вырăсла словарьне çырнă, унта 12 пин сăмах кĕнĕ. Раççее каялла куçса килнĕ чухне унăн алçырăвĕсемпе кĕнекисене 15 тĕве çине тиенĕ, теççĕ.
Тăван çĕршыва таврăнсан, Никита Яковлевич Питĕрти ют çĕршывсен ĕçĕсен министерствинче Ази департаментĕнче китай чĕлхин тăлмачи пулса ĕçленĕ. Унтан ăна Раççейри ăслăлăхсен академийĕн пайташ-корреспондентне суйланă.
Литература мемуарĕсем тăрăх, Никита Яковлевич калама çук ĕçчен, иксĕлми вăй-хăватлă çын пулнă. Ĕçленĕ чухне хăйĕн патне ан чăрмантарччăр тесе никама та кĕртмен. Бичурин пичетленнĕ кĕнекисемшĕн вăл вăхăтри чи сумлă Демидов премине 4 хутчен тивĕçнĕ.
Паллă ентешĕмĕр, йăхташăмăр Александр Сергеевич Пушкинпа, декабристсемпе туслă пулнă. Ирĕклĕ шухăшланăшăн, асăннă çынсемпе хутшăннăшăн патшалăхшăн сиенлĕ çын тесе айăпланă, нумай тар тăкса тивĕçнĕ ĕçĕнчен кăларса янă. Çавна пула Иакинф хăйĕн ĕмĕрне мăнастирти манахсем пурăнакан вăрттăн пÿлĕмре пĕчченлĕхре ирттернĕ.
Чăвашсен çĕршывĕ ĕлĕк те, паянхи кун та хăйĕн хастар, ăслă-тăнлă, паттăр ывăлĕпе мухтаннă та, мухтанать те. Тăвай районĕн вулавăшĕнче Никита Яковлевич Бичурина халалласа кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Вулакансем халĕ унăн ăслăлăх ĕçĕсемпе те, тĕпчевĕсемпе те, кун-çулĕпе те тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика