АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ана çинче - кĕраки

25 августа 2017 г.

Ана çинче - кĕраки

Ĕçлесе ĕлкĕр кăна хальхи вăхăтра. Кĕрхи ĕçсем хушăнсах пыраççĕ. Акă кĕрхи тĕш тырă культурисене акса хăварма та вăхăт çитрĕ. Ку вăхăт тĕлне вĕсене малтанхи вуншар гектар çине вырнаçтарнă.
Вăтаялĕнчи Валентин Краснов хресчен фермер хуçалăхĕнче кĕрхи ыраш акаççĕ. Виçĕ сеялкăллă ака агрегатне Иван Соколов механизатор ĕçлеттерет. Унпа пĕрле сеяльщикре Станислав Салмин тăрăшать. Агрегата вăрлăхпа Владислав Егоров тивĕçтерет. Йĕре çухатасран маркерпа усă курса акаççĕ.
Августăн 24-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕ- сем пурĕ 4419 гектар ?38 процент/ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем пухса кĕртнĕ. Кĕр тыррисене пĕтĕмпех пухса илнĕ теме пулать.
Гектар пуçне тыррăн вăтам тухăçĕ 31,3 центнерпа танлашать.
Çитес çул валли кĕр тыррисем акмашкăн 2823 гектар ?100 процента яхăн/ çĕр хатĕрленĕ.
Выльăх апачĕ кашни условнăй выльăх пуçне 16,8 центнер апат единици хатĕрлесе хунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика