25 августа 2017 г.
Çулла çурла уйăхĕнче çеç çитрĕ тейĕн. Кун пек вĕри те шăрăх çанталăк çĕртме-утă уйăхĕсенче пулманччĕ те, çавăнпа та çăвĕпе шыва кĕрсе чунне кантарайман çынсем халĕ шыв-шур патне киленĕç шырама каяççĕ. Анчах та хăрушсăрлăх йĕркисене темшĕн асра тытмаççĕ çав. Çавна пула вара инкек-синкек пулать. Тăвай районĕнчи лару-тăру йĕркеллĕ, путакансем çук. Анчах та çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне республикăри шыв объекчĕсем çинче 36 синкерлĕ пулăма асăрханă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта ун йышшисем 55 пулнă. Кăçал 27 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 3-шĕ ачасем, унсăр пуçне 12 çынна çăлса хăварнă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен самай лайăхрах-ха, апла пулин те çакă лăпланса ларма май памасть – инкексем пулса иртеççĕ вĕт. Çынсем шывра путнин сăлтавĕсене мĕнпур массăллă информаци хатĕрĕ пĕлтерсе тăрать, çапах та халăх вĕсене хăлхине чикмест ахăр. Акă вĕсем: - шыва кĕме юраман вырăнта чăмпăлтатни; - ÿсĕрле е хĕрĕнкĕлле шыва кĕни; - ачасем хăйсем тĕллĕн шыв-шур хĕрне кайни. Шывăн турачĕ çук, вăл йăнăшсене каçарма пĕлмест. Çынсем яваплăха туйманни кăна инкек патне çитерет. Шыва кĕнĕ чухне йĕркесене пăхăнма йывăр та мар-çке, темшĕн вĕсене час-часах манса каяççĕ. Çавăнпа та тепĕр хутчен аса илтерсе хăваратпăр: - шыва кĕнĕ чух нихăçан та хăрушсăрлăх пирки ан манăр, инкеке лекнĕ çынна пулăшма хатĕр пулăр; - енчен те йĕркеллĕ ишме пĕлместĕр пулсан, тарăн вырăна е çыранран инçете кĕрсе ан кайăр; - ывăнма е шăнма пуçларăр пулсан, майĕпен çыран еннелле ишĕр; - вăй-хала перекетлĕ тăкаклăр, ывăннине туйсанах çурăм çине çаврăнса канса илĕр; - çыран хĕрне ишсе çитеймессине туятăр пулсан, аллăра çĕклесе суллăр, ыттисене çапла майпа хăвăр патăра чĕнсе илĕр; - шăнăр туртма тытăннине туйсанах çурăм çине çаврăнса выртăр; - шăнăр вăйлах туртса лартрĕ, ура хăй тĕллĕн тÿрленмест пулсан, мышцăна алăпа сăтăрса, чĕпĕтсе çемçетĕр; - юханшывра чăмпăлтатнă чухне ун юххипе кĕрешсе вăй-хăвата ан пĕтерĕр, лăпланса шыв юхăмĕ майăн çыран патнерех ишсе пырăр; - шыва ăнсăртран ÿксен сывлама чарăнăр, сăмсана пÿрнесемпе хуплăр. Çапла майпа шыв çăтмастăр; - шыв-шур объектне ăнсăртран ÿксен, анчах та ишме пĕлмесен, шыв çийĕнче май килнĕ таран ытларах пулма тăрăшăр. Кĕрсе выртăр, алăсене сарăр, тарăнрах тата майĕпенрех сывлăр; - шыв çийĕнче нумай вăхăт тытăнса тăмалли тепĕр меслет те пур. Урасене велосипед педальне çавăрттарнă евĕр хускатăр. Пĕр чарăнмасăр алăсемпе шыва çапăр, çапла майпа хуллентерех ывăнатăр; - шывра тÿррĕн (вер-тикальлĕ) тăрăр, харăсах икĕ урине те хуçлатăр, чĕркуççисене айккинелле сарăр, унтан вĕсене хăвăрт тÿрлетĕр. Çак йĕркесем çын пурнăçне упраса хăварма пулăшĕç, çавăнпа та вĕсене асра тытăр. Пирĕн хăрушсăрлăх – хамăр алăра!