25 августа 2017 г.
Иртсе кайнă вăхăт - юхса кайнă шыв, теççĕ халăхра. Шывĕ юхать - чул юлать, вăхăт иртет - çул юлать. Аллăшĕпех хыçа тăрса юлчĕ-çке ĕнтĕ вăл пирĕншĕн, 1967 çулта Элпуçĕн- чи вăтам шкултан вĕренсе тухнисемшĕн... Çапла, шăп çав çул эпир, пилĕк ялтан çÿренĕ 36 яшпа хĕр, тăван шкулпа, вĕрентекенсемпе, пĕр-пĕринпе сывпуллашса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрăмăр. Тĕрлĕ çĕре саланса, харпăр хăй килĕштернĕ профессие алла илсе, тĕрлĕ çĕрте вырнаçса тĕплентĕмĕр. Кам - аякра, кам - çывăхарах, хăшĕ - хулара, хăшĕ - ялта... Çемьеленсе ачасене ÿстертĕмĕр, асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулса тăтăмăр. Апла пулин те, шкулта вĕреннĕ вăхăта асран кăлармарăмăр, хушăран тĕлпулкаларăмăр та. Кăçал вара, 50 çул иртнĕ хыççăн, вун улттăн пухăнса, пĕр-пĕринпе чунтан-вартан калаçса, кулса-шÿтлесе, юрласа-ташласа савăнтăмăр. Пурнăçран уйрăлса кайнă хамăрăн юратнă вĕрентекенсене - Мария Ивановна Турхана ?вăлах пирĕн класс ертÿçиччĕ/, Анна Петровнана, Николай Семеновича, Вена Федотовнана, Хрестина Харитоновнана, Елизавета Сергеевнана аса илсе хурланса та илтĕмĕр. Шел те, хамăрăн йыш та пĕчĕкленнĕ - саккăрăшĕ ку тĕнчерен кайнă ĕнтĕ. Ырă-сывă пурăнакансем те, хăшĕсем, тĕрлĕ сăлтава пула килеймерĕç тĕлпулăва. Çапах чи маттуррисем, пĕр шухăшлă пулса, мĕнпур чăрмава сирсе пухăнма пултартăмăрах тăван шкулăмăрта. Роза Ильина Красноярскран, Анатолий Груздев Пермьрен килсе çитрĕç. Шупашкартан Анатолий Максимов, Алексей Петров, Алевтина Ефимова, Роза Шумитова, Нина Захарова, Людмила Николаева, Канашран Анна Иванова, Тăвайран Анатолий Алексеев, Людмила Маршева, Вăрмартан Глафира Никонова, Çĕнçырмаран Любовь Васильева, Çĕнĕ Пуянкассинчен Людмила Кириллова хапăлах пулчĕç тĕлпулăва килме. Кашниех сăмах илсе хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Чĕремĕрсем ырă аса илÿсемпе çунатланчĕç çак кун, савăнăçпа тулчĕç, сăвă йĕркисем те шăрçаланчĕç.
Нумаях та пулмасть эпир çамрăкчĕ,
Чунсенче те вĕретчĕ шух çил.
Тем çинчен те эпир ĕмĕтленнĕччĕ,
Тапса çеç тăраятчĕ вăй-хал.
Чарăнмасăр вăхăт шуса иртрĕ,
Шкул сакки те юлчĕ хыçала.
Сисĕнмесĕр вун-вун çул та иртрĕ,
Уйрăлнăранпа тăван шкулпа.
Асăмăрсенчех эс, тăван шкулăм,
Икĕ хутлă, пысăк йывăç çурт.
Ачасен сассисемпе тулатчĕ
Кĕркунне çитсессĕн кашни çул.
Çутă Эль кÿлли пире ăсатрĕ
Ирхи савăк шуçăм çутипе.
Çепĕç шăпчăк юрă шăрантарчĕ,
Ырă, такăр çул сунса пире.
Халĕ, акă, 50 çул иртсессĕн,
Килсе çитрĕмĕр тăван шкула.
Мĕн тери хавас пĕрле пулмашкăн.
Мĕн тери аван тăван шкулта.
Юлашкинчен, пире тĕл пулса савăнма май туса панăшăн эпир Элпуçĕнчи вăтам шкул директорне Л.А.Кабакована, кĕреке хатĕр-леме пулăшнăшăн Н.Н.Владимирована, Л.М.Степанована чĕререн тав тăватпăр.