АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕпер тунă

25 августа 2017 г.

Кĕпер тунă

Чутей ялĕнче пурăнакансем хăйсен вăйĕпе Çăлкуç урамĕнчи пысăк çырма урлă кĕпер хывнă.
Çĕнĕ каçма ял халăхне чăнахах та кирлĕ пулнă. Чутейре тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем самай. Вĕсем кивĕ кĕпер тăрăх утса çÿреме самаях шикленнĕ. Хĕллехи пăрлак та сивĕ тапхăрта уйрăмах хăрушă пулнине каламалла.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов тата вырăнти халăх тăрăшнипе кĕпере самай хăвăрт туса пĕтернĕ. Конструкцие тимĕртен ăсталанă, утмалли пайне вара хăма сарнă.
Чутей ял тăрăхĕн администрацийĕ тата вырăнти халăх Е.Куракина, В.Куракина, С.Козлова, В.Козлова, В.Якимова, В.Шамбулина чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика