АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕтеме ылтăн тырă кĕрет

22 августа 2017 г.

Йĕтеме ылтăн тырă кĕрет

“Акконд-агро фирма” АО - районти агропромышленноç комплексĕн “маякĕсенчен” пĕри - хальхи вăхăтра пикенсех тырă çапать. Пурĕ пине яхăн гектар çинчен пухса илмелле кăçал аккондçăсен кĕрхипе çурхи тĕш тырă культурисене, çав шутран 260 гектарĕ - кĕр тыррисем. Шăматкун тата вырсарникун кăнтăрлаччен тритикале сорта çапса тĕшĕлерĕç хăватлă “уй-хир карапĕсем” - икĕ “ДОН” тата пĕр çĕнĕ “АCROS”. Вĕсен штурвалĕсем умĕнче Андрей Александров, Юрий Иванов тата Нил Тимофеев пулчĕç. Ана шыв юххи пек тикĕс. Тырри те, кунĕ те ылтăн пек. “Ыраш гектар пуçне 24 центнер тухăç пачĕ пулсан, тритикале сорт 40 центнера яхăн йăтăнать”, - савăнăçне пытараймасть Анатолий Николаевич Михайлов тĕп агроном. Хальхи вырма умĕн туяннă “АCROS” комбайнпа ĕçлекен Нил Тимофеев та питĕ кăмăллă çакăн пек пысăк ырлăхпа. Пучахсене ытараймасăр алла илет манпа калаçма вăхăтлăха чарăннă чухне. Çапса илнĕ тырă Тăвайри йĕтеме кĕрет. Кунта аллакан ансат йышши сортировка та, тасатакан-типĕ-текен комплекс та ĕçлет. Механизаци тĕп вырăнта. Вырсарникун кăнтăрла иртсен кĕрхи тулă çине ÿкрĕç комбайнсем. Вăл та ăнса пулнă. Тухăçлă тырăпа комбайнерсем те лайăх ĕçлесе илĕç. Кăçал аккондçăсем вырмана каярах пуçăннине хастар ĕçпе ĕлкĕртсе пырасшăн. Улăмне те хыççăнах рулонлаççĕ.
Агрофирма - выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетекен предприяти. Çавăнпа утă рулонĕсем малалла хатĕрлеççĕ. Урас-касси çулĕн пĕр енче козлятнике утăлăх паккусласа хунă. Çулăн тепĕр енче вара Александр Суркин механизатор хăватлă КЕЙС трактортан çаклатнă пилĕк корпуслă çаврăнăшлă плугпа суха тăвать. Унăн отвалĕсем тĕк манерлĕ хăйнеевĕр, тăпрана тĕпретсе, кăпкалатса пыраççĕ. Ана тикĕс те хушăк-çурăксемсĕр пулса пырать. Кивĕ люцерна анине малтан дискаторпа Михаил Егоров кăпкалатнă. Халĕ 25 сантиметртан кая мар тарăнăш сухалать агрегат. Ку анана çитес çул кукуруза акма хатĕрлеççĕ. Кукуруза тенĕрен, вăл чăннипех те “уй патши” пек çĕкленнĕ аккондçăсен. Кăçал виçĕ уйра 230 гектар çинче туса илеççĕ асăннă сĕтлĕх культурăна. Вăл ытла та мăнаçлăн çитĕ-нет, силослăх масса вăйлă тухасса шантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика